Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ентешлĕх уявĕнче

Ентешсене мĕн пĕрлештерсе тăрать-ха; Тăван ен туртăмĕ, мĕн пĕчĕкрен юратса, киленсе ÿснĕ тавралăха, улăх-çарана, хаклăран та хаклă атте-аннене, пĕлĕш-хурăнташа ялан чĕрере упракан пĕрешкел хĕрÿллĕ туйăм...

Вăрнар тăрăхĕнчен тухнă, халĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленсе пурăнакан çынсен çак тăванлăх туйăмĕ чăннипех вăйлă. Ентешлĕх те, акă, хăйĕн ĕçне çулсерен анлăлатса пырать.

Иртнĕ вырсарникун Шупашкарти К.Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Вăрнар ентешлĕхĕн пысăк уявĕ иртрĕ.

Хамăр районта çуралса ÿснĕ паллă артистсем Георгий Мокеевпа Маргарита Туринге уяв программине уçнă хыççăнах куракансем Ярмушкари халăх фольклор ансамблĕн пултарулăхĕпе паллашма пултарчĕç. Ушкăн юрлакан (руководителĕ Н.Лаврентьева) чăваш халăх юррисем залра ларакансен кăмăлне хăпартлантарни, çĕклени тăвăллăн алă çупнинчен аван сисĕнчĕ. Вăрнарсен ентешлĕхĕн ертÿçи С.Васильев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин уявпа саламланине, çак ырă йăлана малашне те çирĕп тытса пыма сăмах панине те халăх хапăлласа йышăнчĕ.

Ентешлĕх уявне çулсерен йĕркеленин ырă енĕсем, паллах, сахал мар. Пĕр районта çуралса ÿснĕ çынсене пĕр-пĕринпе курса калаçнинчен, ĕçри опытпа паллашнинчен, пĕрле савăннинчен лайăхраххи çук. Кăçалхи уяв вара çĕнĕ традицине пуçарма та май пачĕ. Паллă ентешĕмĕрĕн, сăвăçăн Иван Ивникĕн ятне ĕмĕрлĕх упраса хăварас, литература анинче хăйсен пултарулăхне туптакан талантлă çамрăксене тупса палăртас тĕллевпе ентешлĕх членĕсем, районти шкул ачисем, çамрăксем хушшинче конкурс ирттерме палăртрĕç. Чи лайăх хайлав И.Ивник ячĕллĕ литература премине тивĕçĕ. Вăл пĕр пин тенкĕпе танлашать. Кунта паллах сăвăçăн пултарулăхĕпе паллаштарни те вырăнлă пулчĕ, сăвăсене Ю.Айдашпа Л.Красова вуларĕç.

Чăваш енĕн тĕп хулинче пурăнакансем çак кун районти культура çурчĕн вокал, ташă ушкăнĕсен, “Ромашка” ача сачĕн воспитателĕсен, “Химик” культура çурчĕ çумĕнчи çамрăк артистсен юрри-ташшине пăхса киленчĕç. Концерт программине çавăн пекех пирĕн ентешсем, паллă артистсем те - С.Леонтьева, С.Арсентьева, О.Ухтерикова, С.Кузьмина, Г.Скворцова, М.Туринге, Г.Мокеев - пуянлатрĕç.

Уяв нихăçан та парнесĕр иртмест. Район администрацине парнеленĕ эрешлĕ пысăк чÿлмек ентешлĕх кунĕ çинчен чылайччен аса илтерĕ. Ентешлĕхе ирттерме хамăр районтан тухнă, халĕ хулари паллă предприяти-организаци ертÿçисенче тимлекенсем те чылай пулăшнă. Спонсорсене пурне те тав çырăвĕсем пачĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 апреля 2004
00:00
Поделиться
;