Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Красноармейскинче пулнă

Красноармейскинче “Çавалпа Шетмĕ кĕввисем” саккăрмĕш республика фестивалĕ иртнĕ. Унта Çĕрпÿ, Красноармейски, Шупашкар, Муркаш, Элĕк, Канаш, Йĕпреç районĕсенчи хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсемпе пĕрле Вăрнар тăрăхĕнчи талантсем те хутшăннă. Районти культура çуртĕнчи хĕрсен ушкăнĕ ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Михайлов Григорий Илепер сăввисемпе çырнă юрăсене шăрантарнă. Юлия Родионова-Шевле сăвăç-композитор хĕрĕ Ирина Тихонова куракансене амăшĕн икĕ юррипе паллаштарнă. Районти культура çуртĕнчи хĕрсен “Кĕмĕл сасă” ансамблĕ сцена çине Чăрăшкас Хирлепри Георгий Петров-Пайр юррисемпе тухнă. Фестивале хутшăннă хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсене Хисеп грамотисемпе хавхалантарнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 апреля 2004
00:00
Поделиться
;