Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн

Елена Артемьевна Михайлова Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче химипе биологие вĕрентет. Ăста педагога 1986 çулта “Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ят панă. 1988 çулта вăл халăх вĕрентĕвĕн ĕçченĕсен Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри съездне хутшăннă. 1987 çулта Чăваш АССР профессипе техника вĕрентĕвĕн патшалăх комитечĕн вĕрентÿпе методика кабинечĕ Е.Михайлова опычĕпе паллаштаракан брошюра пичетлесе кăларнă. Лайăх ĕçшĕн ăна Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин, Чăваш АССР профессипе техника вĕрентÿ управленийĕн тата ытти чылай Хисеп грамотисемпе наградăланă. Кăçал вара квалификациллĕ кадрсем вĕрентсе хатĕрлес тĕлĕшпе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Елена Артемьевнăна Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе хавхалантарнă. Çак пысăк чыса тивĕçлĕ пулнă ятпа ăна ĕçтешĕсем, вĕренекенсем ăшшăн саламланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 апреля 2004
00:00
Поделиться
;