Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçре те, канура та хастар

         Культура ĕçченĕсем пахалăхлă енĕсенчен пĕри вăл - халăх интересне “вăратма” пĕлни, вĕсене тĕрлĕ мероприятисене явăçтарма пултарни, пĕрле канашласа ĕçлени. Вĕсем активлă, “чĕрĕ” пулни те ĕç тухăçлăхне ÿстерет.

Хурăнсур Çармăсри культура çурчĕн ĕç-хĕлне ырăпа кăна асăнмалла. Çулталăк хушшинче мĕн тĕрлĕ мероприяти иртмест пулĕ кунта. Вăйă-конкурссем, ăмăрту-турнирсем, калаçу-кану каçĕсем, тематикăллă дискотекăсем... - ĕç планĕ тулли те нумай енлĕ.

Иртнĕ шăматкунхи кулăш каçĕ те хурăнсур-çармăссемшĕн яланлăх асра юлĕ. Ял çыннисем ĕçре те, канура та туслă, хастар пулнине çирĕплетсе панă. Сăмах май калас-тăк, вĕсем кирек мĕнле уявра та активлăхпа палăраççĕ.

Конкурса тĕрлĕ çĕрте вăй хуракансем хутшăнма кăмăл туни ырă пулăм. Ферма, автопарк, уй-хир ĕçченĕсем, специалистсем, садикре тимлекенсем, вĕрентекенсем, шкулта вĕренекенсен икĕ команди виçĕ сехет хушши ял халăхне култарнă-савăнтарнă. Жюри членĕсене - “Хорнзор” ялхуçалăх кооперативĕн ертÿçи Ф.Кузьмина, районти культура çурчĕн директорĕ И.Шашкована тата юрăпа ташă ансамблĕн пултарулăх ертÿçи В.Шакртова - вĕсенчен чи пултаруллисене суйласа илме çăмăлах пулман, мĕншĕн тесен пĕри тепринчен маттуртарах-çке.

Тухтăр патне шăл кăларттарма кайсан ача çуратма та пулать иккен. Çакна ĕнентерме тăрăшнă хăйĕн кулăшла сценки урлă автопаркра ĕçлекенсем: Петр Афанасьев, Виталий Плеханов, Михаил Степанов, Андрей Семенов механизаторсем. Вĕсен хăтланкаларăшĕ, хусканăвĕ, витĕмлĕ сăмахĕсем, чăн-чăн артистсем пек выляни куракансене çав тери тыткăнланă.

Ферма ĕçченĕ В.Яковлевăн, хĕрарăмла тумланнăскерĕн, “Анне мана качча парасшăн” юрри те залра ларакансене чун каниччен култарнă. Специалистсен ташши, ача сачĕн коллективĕн юрри, уй-хир ĕçченĕсем хăйсемпе паллаштарни те пурне те килĕшнĕ.

Уяв программинчи заданисене туллин пурнăçласа ферма ĕçченĕсем мала тухнă. Ача сачĕн воспитателĕсем - иккĕмĕш, уй-хир ĕçченĕсем - виççĕмĕш вырăнсене.

“Хорнзор” ялхуçалăх предприятин ертÿçи Ф.Кузьмин çĕнтерÿçĕсене, участниксене саламланă май сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, усăллă канма пĕлни, культура шайне ÿстерме тăрăшни пĕтĕм йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнине палăртнă. Вăл конкурсантсене хуçалăх енчен хаклă парнесемпе чысланă. Клуб ертÿçи М.Кузьмин та вĕсене асăнмалăх сувенирсем парнеленĕ.

Хурăнсур-çармăссем ĕçре те маттур, юрă-ташăра та хастар. Çĕнĕ конкурса халĕ çемьесем хатĕрленеççĕ, - вăл апрелĕн 16-24-мĕшĕсенче иртет.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2004
00:00
Поделиться
;