Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ентеш - спонсор пур пулсан пурнăçра пырать ăнса

Раççей тата республика правительствисем вĕрентÿ учрежденийĕсене тытса тăма укçа-тенкĕ сахал мар уйăраççĕ пулин те шкулсем умĕнче йывăрлăхсем сахал мар. Тĕслĕхрен, спорт инвентарĕсем çитмеççĕ. Кăçал, çамрăксемпе сывă пурнăç йĕрки çулталăкĕнче, шкулсенчи спорт залĕсемпе ялсенчи яш-кĕрĕм те анлă усă курнă май вĕрентÿ учрежденийĕсене ял хуçалăх кооперативĕсемпе промышленность предприятиĕсем пулăшу алли тăсни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ эрнере, акă, “Вурнарыдорстрой” акционер обществи Хăмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула теннис сĕтелĕ парнелерĕ. Кунсăр пуçне асăннă организаци шкулти чи лайăх вĕренекен, тĕрлĕрен мероприятисене активлă хутшăнакан 4 ачана кашни уйăхра 100-шер тенкĕ стипенди тÿлесе тăрать. Тен, çакă çул-йĕр организацийĕн пуçлăхĕ И.Н.Куликов хăй çак тăрăхра çуралса çитĕннипе те çыхăннă пулĕ. Анчах та мĕн тери аван пулмалла ытти шкулсен те çакăн пек ентеш-спонсорсем тупăнсан.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2004
00:00
Поделиться
;