Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ырă кăмăл таппи

Уйкас Явăшра пурăнакансем Галина Георгиевна Леонтьева почтальонкăна хаклă хăна пек ăшшăн, тараватлăн кĕтсе илеççĕ. Ырă, йăваш, сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ вăл.

Иртен пуçласа каçчен миçе киле кĕрсе миçе çынна савăнăç кÿмест пулĕ вăл; Пĕрне пенси укçипе, теприне аякри тăванĕ ярса панă кучченеç-посылкăпа, виççĕмĕшне салтакри ывăлĕн çырăвĕпе савăнтарать. Пурне те ăçтан каласа пĕтерĕн; Унăн ĕçĕ çавнашкал: телей, савăнăç валеçмелле.

- Тавтапуçах, Галина Георгиевна, яланах сывлăхлă çÿре, нумай пурăн, - чĕре варринчи ăшă сăмахĕсемпе ăсатса яраççĕ кил хуçисем.

Почтальонка ĕçне, пĕлтерĕшне хăшĕ-пĕри, тен, çиелтен пăхса хаклама та пĕлеймĕ. Ман шутпа, вăл юн тымарĕ евĕрлех, кашни çемьен, кашни çыннăн кулленхи пурнăçĕ унпа тачă çыхăннă. Ун ĕçĕ анаталла анакан çăмăл çул мар, лавĕ те йывăр. Çав çула çирĕп те тÿсĕмлĕ, ĕçчен те пултаруллă çынсем кăна такăрлама пултараççĕ. Акă мĕншĕн Галина Георгиевнăн йывăр ĕçне ял-йыш хисеплет, чĕре патне илет. Ку сăлтавсăр мар: вăл халăхăн нумай енлĕ ыйтăвĕсене тивĕçтернине аса илер-ха. Калăпăшĕ вара самаях пысăк. Кашни уйăхрах вăрçă тата ĕç ветеранĕсене, инвалидсене пенси укçи салатса парать, куллен 156 экземпляр хаçат-журнал валеçсе тăрать, 200-е яхăн хуçалăхри çынсенчен электроэнергипе, газпа, телефонпа усă курнăшăн тÿлев йышăнать, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килекен посылкăсемпе телеграммăсене адресатсем патне вăхăтра çитерме тăрăшать, ял-йыша почта урлă тĕрлĕ таварсем туянтарма пулăшать.

2004 çулăн иккĕмĕш çур çулĕшĕн хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр çывхарса килнĕ май, Галина Георгиевна пичет сарассипе халех тимлĕ ĕçлеме тытăнчĕ. “Кашни кил хаçат-журналпа туслă пултăр, унăн ăс-хакăлĕпе туллин усă куртăр” - акă мĕнле ун тĕллевĕ. Уйкас Явăшран Талхире çитме 5 çухрăм пулать. Унта пурăнакансене те пенси укçине вăхăтра парса тăрать, вĕсене почта урлă тĕрлĕ таварсемпе тивĕçтерме пулăшать. Çепĕç те илемлĕ, пуян та анлă чун-чĕрипе çынсене ырă туса савăнтарасшăн вăл. Унăн такам валли те çитекен чун ăшши пур иккен, пурне те чĕрĕлĕх, хĕрÿлĕх вăйĕ кĕртесшĕн ялти почтальонка.

- Çĕннине шырани, пур ыйтăва та чунри пуçарулăхпа, хавхаланупа татса пама ăнтăлни ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума май парать, - тет Галина Леонтьева.

Г.Леонтьева йывăр лава кÿлĕннĕренпе 18 çул çитет. Вăхăт нумаях та мар пек, анчах пирвайхи йывăрлăхсене, çĕнĕ ăсталăха алла илнине ниепле те манма çук. Тен, аса илни те кирлĕ мар пулĕ унăн малтанхи тĕрексĕр утăмĕсене, каярахпа ĕçри çитĕнÿсемшĕн панă Хисеп грамотисене; Анчах пурнăç тем чухлĕ малалла кайсан та, иртни мĕн чухлĕ хыçа юлсан та, мĕн пур ĕç пĕр-пĕринпе шăрçа çыххи пекех сыпăннă-çке. Унăн ăраскалĕ тумхахлă сукмаксем урлă сахал мар кумнине те, ăнăçу çулĕ çине илсе тухнине те аса илмесĕр ăçтан иртĕн;

Вăтам шкул пĕтерсе тухнă хыççăн йăрă та çаврăнăçуллă Гальăн çепĕç чунне çывăрма выртсан та пĕр ыйту канăç паман: ăçта, мĕнле ĕçе кÿлĕнмелле; Етĕрне районĕнчи Кăташ ялĕнче çуралса ÿснĕскер, Шупашкарти резина изделийĕсем туса кăларакан завода ĕçлеме кĕнĕ. Кĕске вăхăтрах çĕнĕ профессие алла илнĕ. Унăн тăрăшулăхне, ĕçченлĕхне хăвăрт асăрхаççĕ. Ырă ячĕ цехра кăна мар, завочĕпех анлă сарăлнă. Çак ĕçчен хĕре пĕр цехра вăй хунă Михаил Иванович Леонтьев куç хывать. Миша хăй те хисеплисен, чыслисен ретĕнче утнă, ĕçленĕ хушăрах Ульянов ячĕллĕ университетра заочно вĕреннĕ. Кĕçех вĕсем мăшăрланнă. Михаил Иванович, алла диплом илсен, мăшăрне хăй çуралнă тăван ялне - Уйкас Явăша илсе таврăннă, кунта йăва çавăрнă. Çĕнĕ мăшăра ял-йыш ăшшăн кĕтсе илнĕ, ĕç вырăнĕсем тупса панă. Михаил колхозра главнăй электрик пулса ĕçленĕ, Галина бухгалтеринче вăй хунă. Каярахпа вăл Мăн Явăшри вăтам шкулта ĕçлесе пăхнă. Телейлĕ мăшăр пĕр ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Алина Шупашкарти политехника колледжне пĕтернĕ, Алеша - Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне.

Галина Леонтьевана пурăна киле тепĕр ĕç тыткăна илнĕ. Почта ĕçĕ ăна пуçĕпех çавăрса илнĕ. Савăнса, çунатланса вĕренет çĕнĕ ĕçе, алла илет чун килĕштернĕ профессие. Кĕçех çирĕм çул çитет çынсене телейпе савăнăç валеçме пуçлани.

...Кăнтăр вăхăчĕ тĕлне районтан килнĕ почта машини Мăн Явăшри почта уйрăмне çитсе чарăнчĕ. Кунти почтальонсем, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çырусемпе посылкăсене, хаçат-журналсене, вăрçă тата ĕç ветеранĕсем валли пенси укçине йышăнса çийĕнчех валеçме тытăннине куртăм та ирĕксĕрех шухăша путрăм: ара, ырă кăмăл таппи-çке ку, вуншар, çĕршер çын чĕрине савăнăçпа телей кÿрекенскер. Шанас килет: Галина Георгиевна Леонтьева почтальонка малашне те ял çыннисен нумай енлĕ ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерĕ, вĕсене хавхалантарса, çĕнĕ вăй кĕртсе тăрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2004
00:00
Поделиться
;