Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мăшăрланаççĕ те, уйрăлаççĕ ...

Çулталăкăн пĕрремĕш  кварталĕ  хыçа юлчĕ. Мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç-ха çак вăхăтра  загс пайĕнче;  Кăçалхи виçĕ уйăхри  кăтартусем çакăн пек. Çут тĕнчене пурĕ 106 пепке килнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 10 ача сахалрах.

Анчах  пурнăçран  уйрăлакансен шучĕ  пурпĕр нумай-ха, виçĕ уйăхра  пурĕ 219 çын вилнĕ (пĕлтĕр ку вăхăтра 208 пулнă).  Çав шутра  99-шĕ - арçынсем, 120-шĕ хĕрарăмсем. Ытларах 55 çултан иртнĕ çынсем  пурнăçран вăхăтсăр уйрăлаççĕ,  кунашкалисем 164 çын, 40-55 çулхисем - 40,  30-39 çулхисем - 8.

Çемье çавăракансем те  çулран çул  сахалланса пыраççĕ. Кăçалхи çула йывăр çул теççĕ те, тен,  çавăнпа пулĕ çамрăксем мăшăрланма тăхтаса тăраççĕ. Пĕлтĕр çак  вăхăтра  39 çемьене регистрациленĕччĕ, кăçал 30 кăна.

Пĕр-пĕринчен уйрăласси вара  нимĕнле вăхăта та  пăхмасть. 2004  çулхи январь-март  уйăхĕсенче 31 мăшăр уйрăлнă.

Загс пайĕнче районти демографи лару-тăрăвĕ  еплерех  улшăнни тĕкĕр çинчи пек курăнать. Юлашки вăхăтра  Раççей Правительстви  халăхăн социаллă пурнăçне  лайăхлатассипе нумай тимлет,  çавăнпа çынсем хушшинчи хутшăнусем те лайăх енне  улшăнасса шанас килет.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2004
00:00
Поделиться
;