Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паха вăрлăх - тухăç никĕсĕ

Кăçал тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене акса хăварма районĕпе  41 698 центнер вăрлăх кирлĕ.  Паянхи куна хуçалăхсенче 40 146 центнер пур.  Апрелĕн  9-мĕшне 28 хуçалăхран 16-шĕнче  пысăк пахалăхлă вăрлăх  хатĕрленĕ.  Çав шутра пĕрремĕшпе иккĕмĕш класли  79 процент шутланать.  Анчах та вун икĕ хуçалăхра  шăтман,  таса мар,  нÿрĕклĕхĕ пысăк  вăрлăхсем пур.  Акă,  «Абызово» ял хуçалăх  кооперативĕнче  тулă вăрлăхĕ  малтан лайăх шăтатчĕ, кайран  нÿрĕклĕхĕ пĕчĕк пирки  пахалăха чакарчĕ.  Кăçалхи тухăçшăн тăрăшса «Родник» агрофирма» тулли мар яваплă общество  Карл Маркс ячĕллĕял хуçалăх кооперативĕнчен 20 тонна ытла  вăрлăх улăштарса илчĕ.  Анчах та  малти-ишексен ытти вăрлăх ытларах массăллă репродукцилли.  «Победа» ял хуçалăх кооперативĕнче сĕлĕ вăрлăхне  икĕ хутчен  алласа тасатрĕç,  анчах ниепле те  хир сĕллин вăррисенчен  уйăраймарĕç.  Çавна май  хирпуçсем сĕлĕ вăрлăхне урăх çĕртен тупса акмасан  уйра хир сĕлли сарăлса каяс хăрушлăх пур.  «Новый путь» хуçалăхра  акма юрăхлă вăрлăх пачах та пулмарĕ. Çавна май малтикас-ялтăрасем  кăçал акма Карл Маркс  ячĕллĕ хуçалăхран  30 тонна тулă вăрлăхĕ  илеççĕ. Çавăн пекех тепĕр 15 тонна  «Санар» агрофирмăран  туянаççĕ.  «Родина» ял хуçалăх производство кооперативĕнче  вăрлăх тĕлĕшĕнчен лару-тăру питĕ япăх. Шĕнер-ишексем  Мордва республикинчен  20 тонна тулă вăрлăхĕ илсе килчĕç. Анчах та урпапа сĕлĕ вăрлăхĕсен  пахалăхĕ питех те  пĕчĕк.  Хăшпĕр хуçалăхсенче  вăрлăх пахалăхĕ япăххи агрономсем пулманнипе  е вĕсем хăйсен тивĕçне  кирлĕ пек пурнăçласа пыманнипе  çыхăннă.  «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнче  пĕлтĕр çуракинче Н.И.Германов агрономра ĕçлерĕ.  Анчах та  вырма вăхăтĕнче  хуçалăхра  специалист пулмарĕ.  Пĕлтĕр кунта 50 тонна вăрлăх хатĕрлерĕç, анчах та унăн пахалăхне сыхласа хăварма  пултараймарĕç. Манăн çакна тепĕр хут каласа хăварас килет.  Пуçлăх пур ĕçе те хăй тĕллĕн пурнăçласа пыма ĕлкĕреймест. Çавăнпа кашни хуçалăхрах агроном тата ытти специалистсем  пулмалла.

Çураки çывхарса килнĕ май хуçалăхсенче вăрлăхсене улăштарма пуçларĕç,  элита вăрлăхсем илеççĕ.  Иртнĕ кĕркунне  те улăштаракансем сахал мар пулчĕç. Анчах кĕркунне тата хĕлле  йĕпе-сапа çанталăк тăнă пирки  вăрлăх нÿрелчĕ, унăн шăтаслăхĕ чакрĕ.  Халĕ районта сакăр хуçалăхра  сушилка çук.  Çавна май вĕсенче вăрлăха  вăхăтра типĕтсе тăмаççĕ.  Пĕчĕк хуçалăхсене çулталăкра 80-100 тонна кăна вăрлăх кирлĕ.  Ăна ансат напольнăй сушилкăпа та  типĕтсе çитерме пулать. Çавăнпа кăçал тырпул пуçтарса кĕртнĕ тĕле  кашни хуçалăхрах  çакăн пек сушилкăсене йĕркелесе çитермелле.

Районĕпе пĕтĕмпе  280 тонна вăрлăх улăштарса илнĕ. 133 тонна суперэлита вăрлăх илнĕ.  Килес çул унран  элита вăрлăх пулать.  Анчах та вăйсăр хуçалăхсем  вăрлăх улшăтараймаççĕ.  Суперэлита  вăрлăха  «Санар» агрофирма  25 тонна, аш-какай комбиначĕ 100,  «Янгорчино» хуçалăх 8 тонна  илсе килчĕç. Кăçал туяннă элита вăрлăх килес çул  пĕрремĕш класа куçать.  Пĕрремĕшпе тăваттăмĕш репродукциллĕ  вăрлăхсем халĕ пирĕн  72 процент.  «Абызово», «Маяк», «Янишево», «Янсарино» хуçалăхсен йăлтах массăллă репродукциллисем. Вĕсен шăтса тухса тухăç   парас энергийĕ пĕчĕк, усси сахал.  Çавăнпа массăллă репродукциллĕ  вăрлăхсене улăштарма тăрăшмалла.

Çĕрулми вăрлăхĕпе те  лару-тăру чаплах мар. Пĕрремĕш-тăваттăмĕш репродукциллисем  пурĕ те 26 процент кăна. Пиллĕкмĕш репродукцилли 37 процент,  тата 37 проценчĕ массăллă репродукцилли. Пирĕн районта  лартса çитĕнтерме  чи ăнăçлă сорт  «удача» тесе шутлатпăр.  Паянхи куна вăл  сакăр  хуçалăхăн кăна çук. Пĕтĕм лаптăкăн 5 процентне  «волжанин» сорт  йышăнать.  Пирĕн çĕрулми вăрлăхĕ  туса илессипе  «Юнтапа», «Санар», «Янгорчино»,  «Хорнзор» хуçалăхсем ĕçлеççĕ.  «Янгорчино» тата «Хорнзор»  хуçалăхсен килес  çул  сутма кăçал  суперэлита вăрлăх  илсе килсе лартса хăвармалла.  Санарпуçсен сутлăх  «волжанин» сортăн  суперэлита тата  пĕрремĕш репродукциллĕ вăрлăхĕсем пур.  Хăшĕ-пĕрисем ку сорта кăштах тиркесшĕн.  Анчах та вăл япăх сорт мар. Çумăрта та, уярта та  япăх мар тухăç парать. Пĕлтĕр  санарпуçсем  кашни гектартан 200 центнер ытла  кăларса илчĕç. Упранма та лайăх упранать.  Çумкурăкран вăхăтра тасатмасан  тата тăпрана кăпкалатмасан, чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăран хÿтĕлемесен  лайăх сортран та пысăк тухăç  кĕтме çук.

Тухăç никĕсĕ паха вăрлăх  пулнине самантлăха та манма кирлĕ мар.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2004
00:00
Поделиться
;