Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Поселок хăтлăхĕ хамăртан килет

         Вăрнар поселокĕ хăтлăх енĕпе темиçе хутчен те тĕрлĕ конкурссен дипломачĕ пулса тăчĕ.  Апла пулин те паянхи кун татса памалли ыйтусем сахал мар-ха. Çитменлĕхсене сирес, малашнехи плансене палăртас тĕллевпе пуçтарăнчĕç те иртнĕ эрнекун предприяти-организаци ертÿçисем, урам тата пурăнмалли çурт комитечĕсен председателĕсем район администрацийĕнчи канашлăва.

Çынсене хумхантаракан çивĕч ыйтусенчен пĕри - çулсене юсаса йĕркене кĕртесси. Акă, Первомайски урамне, Ж.Илюкин урамĕпе хĕресленнĕ вырăнтан тытăнса, асфальт сарас ыйтăва пухусенче пĕрре кăна хускатман.  Кунта чăнах та кĕрхи-çурхи вăхăтра кĕрсе тухма май çук. Çавна май кăçал ку урама асфальт сарма титулпа пăхса хăварнă. Кунсăр пуçне поселокри Советски урама та кăçал йăлтах çĕнĕрен асфальт сарма палăртнă.

Каçхи вăхăтра урамсенче электричество çутти пулманни те халăха пăшăрхантарать, ку ыйтăва канашлура пĕр хутчен кăна çĕклемерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин “Вăрнар электричество сечĕсем” муниципаллă предприятин ертÿçине Ю.Хрусталева тата “Сельэнерго” тулли мар яваплă обществăн пуçлăхне Л.Елизарова ку енĕпе çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтермеллине çирĕп асăрхаттарчĕ.

2005 çулта Республика кунне ирттерме палăртнă претендентсем хушшинче Вăрнар районĕ те пур. Çак чыса çĕнсе илес тесен хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртессине кашни çыннăн тĕпе хурса тăрăшмалла. Паян вара ку тĕлĕшпе пирĕн мухтанмаллиех çук. Ачасем кăна мар, аслисем те урама, хăйсем пурăнакан территорие варалама юраманнине “ăса хывмаççĕ”, конфет, мороженăй хучĕсене, пирус пачкисене, чĕлĕм тĕпĕсене, пластмасс кĕленчесене урам варринех ним вăтанмасăр пăрахса хăвараççĕ. Теприсем тата килти çÿп-çапа ятарлă машина çине илсе тухса тиеме те ÿркенеççĕ, чÿречерен вăркăнтараççĕ кăна. Хăшпĕр çуртсем çумĕнче купаланса выртакан çÿп-çап куписем те эпир хамăр тирпейсĕр пулнине пĕлтерет мар-и;

Районти санэпидемнадзорĕн тĕп врачĕ С.Дубанова каланă тăрăх, çак киревсĕрлĕхпе вĕсем ыйтса çырнă çыру тăрăх кăна “кĕрешме” тытăнаççĕ иккен. Анчах та куç умĕнче выртакан çÿп-çап купине курмăш пулни тивĕçлĕ мерăсем йышăнассинчен лайăхрах-ши; Çак ыйту район администрацийĕн пуçлăхне А.Кузьмина та канăçсăрлантарать. Светлана Васильевна ятарлă тĕрĕслев комиссине тума сĕннине ырласа йышăнчĕç, тен, çакăн хыççăн поселок чăннипех тасалĕ.

Ирĕкре хуçасăр-килсĕр çапкаланса çÿрекен йытăсене персе пăрахасси те паян çивĕч тăрать. Анчах та, саккун тăрăх, вĕсене поселок территорийĕнче пеме юрамасть. Район пуçлăхĕ ку ыйтăва татса парас тĕллевпе ветеринари станцин пуçлăхне Н.Тихонова та çине тăрса ĕçлемеллине çирĕп асăрхаттарчĕ, пăшал туянма укçа-тенкĕ уйăрмаллине палăртрĕ.

А.Иванов урамĕнчи пасара санитари нормисене тивĕçтерменрен хупнă хыççăн ку ыйту каллех çивĕчленчĕ. Паянхи ун вырăнĕ те поселокра пурăнакансемшĕн меллĕ мар. Халăх шухăшне шута илсе Вăрнарта виçĕ мини-рынок уçма шухăшлаççĕ, халлĕхе палăртнă тăрăх вĕсем Чернышевский , А.Иванов урамĕсенче тата малтанхи “Хмельпункт” территорийĕнче пулмалла.

Поселокра халĕ хĕрсех газ кĕртес ĕçсем пыраççĕ. Çакă çынсемшĕн савăнăçпа пĕрлех нуша та кÿрет. Газовиксем пăрăхсене хурса кайнă хыççăн траншейăсене витсе хăварса çĕре якатманни вĕсемшĕн питĕ кансĕр. Теприсем тата çакăнпа “усă та кураççĕ”: килти кирлĕ мар ăпăр-тапăра веçех газ шăтăкне тултараççĕ. Кун пирки газ кĕртекен организацисен ертÿçисене пĕрре кăна асăрхаттарман. Хăш чухне шутлатăн та, хăшпĕррисем шантарнипех иртсе каять теççĕ пулас. Инкек сиксе тухсан тин тÿшек сармалла кăна ан пултăр ĕнтĕ.

Çавăн пекех канашлура мунча нушипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă тата ытти ыйтусем те пăхса тухрĕç. Канашлу çав тери çивĕч лару-тăрура иртрĕ. Юлашкинчен район пуçлăхĕ поселока тирпей-илем кĕртессишĕн пурне те тăрăшса ĕçлемеллине чĕнсе каларĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2004
00:00
Поделиться
;