Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уравăшсем йышпа ĕçлеççĕ

        Уравăш çыннисем кирек мĕнле ĕçе те йышпа кар тăрса пурнăçлама хăнăхнă. Хăйсем пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртессипе те чылай тăрăшаççĕ вĕсем.

Нумаях пулмасть уравăшсем харпăр хăй ирĕкĕпе ял масарне тирпейлес тĕллевпе вăрмантан виçĕ прицеп кашта тата 15 юпа хатĕрлесе тухнă. Вĕсене Çурхи Ырлăх Эрнин йĕркипе шкул ачисем ĕç урокĕсенче шуратма-якатма шантарнă.

Уравăш ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Абакумова пĕлтернĕ тăрăх, карта решеткисене халăхран пуçтаракан сулăм укçипе туянĕç. Масар тавра карта тытса çаврăнассине çимĕкчен вĕçлеме палăртнă.

Çурхи шыв-шура йĕркеллĕ юхтарса ярассипе те кунта чылай ĕç тунă, пĕвесенче, плотинăра ваксем каснă. Çуллахи вăхăтра пĕвесене юсама шутлаççĕ уравăшсем, çакăн валли “Мир” тулли мар яваплă общество плитасем те парса пулăшнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2004
00:00
Поделиться
;