Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Усăллă канма пĕлеççĕ

Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕн йĕркипе районти кашни шкулта, библиотекăра, клубра тĕрлĕ мероприятисем, кану каçĕсем иртеççĕ.

Нумаях пулмасть Шăхальти культура çуртĕнче те пысăк уяв иртрĕ. “Хаваслă стартсем” конкурса сывă пурнăç йĕркине тата кулăш кунне халалларĕç. Унта хутшăнма кăмăл тăвакансем те, курма килнисем те йышлă пулни питĕ савăнтарчĕ.

Çамрăксем “Çурхи кайăк” (Алексей Евграфов, Олег Васильев, Андрей Иванов, Снежана Петрова, Татьяна Петрова), тата “Чĕрĕпсем” (Дима Матвеев, Алексей Попов, Екатерина Николаева, Алина Филиппова, Николай Филиппов) командăсем çине пайланса ăмăртрĕç. Мала тухас текенсем скакалкăпа хăрах ура çинче сикме, михĕсем тăхăнса чупма, хурсем пек утма, фишкăсем çапса ÿкерме, кашăкпа шыв “турттарма”, хăмпăсем хăпартма, анекдотсем калама тата ытти тĕрлĕ вăйă-конкурссенче çĕнтерме тиврĕ.

Вăйăсене хутшăнакансенчен кам тавçăруллăрах, çивĕчрех пулнине жюри членĕсем - М.Вазянова, Н.Иванова, В.Сергеев - тивĕçлипе хакларĕç.

“Хаваслă стартсем” Шăхаль çамрăкĕсем чăннипех те маттуррине, хăюллине, хастаррине, пултаруллине çирĕплетсе пачĕç. “Çурхи кайăксем” “чĕрĕпсенчен” тăхăр очко ытларах пуçтарса çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç. Ялти библиотекарь В.Краснова пурне те пылак çимĕçпе сайларĕ. Çамрăксем те кану каçĕпе кăмăллă юлчĕç, малашне тата та хастартарах пулма шантарчĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2004
00:00
Поделиться
;