Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Утарçăсен семинар-канашлăвĕ

Район администрацийĕн актовăй залĕнче районти утарçăсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ. Унта ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ Г.Романов пыл туса илес тĕлĕшпе кăçал тăракан задачăсем çинчен каласа панă.  Тĕп ыйтупа - хуçалăхсенчи утарсенче пыл хурчĕсем еплерех хĕл каçни çинчен - районти хурт-хăмăр ĕрчетессипе ĕçлекен зоотехник И.Федоров доклад туса панă. Районти ветеринари станцийĕн ветеринари врачĕ-эпизоотологĕ А.Иванова утарта çывăх вăхăтра туса ирттермелли ветеринарипе санитари мероприятийĕсем çинчен каласа панă. Пыл хурчĕсен чирĕсене палăртмашкăн лаборатори анализĕ валли материал еплерех илесси пирки районти ветеринари лабораторийĕн директорĕ Е.Анисимова тухса калаçнă. ЧР “Хурт-хăмăр ĕрчетессипе ĕçлекен агентство” унитарлă предприяти пуçлăхĕ Г.Максимов пыл туса илес ĕçри çĕнĕлĕхсемпе тата утарти çурхи ĕçсемпе паллаштарнă. Пыл туса илессипе лайăх ĕçлекен утарçăсем семинар-канашлăва килнисене хăйсен опычĕпе паллаштарнă. Иртнĕ кĕркунне пыл хурчĕсене хĕл каçма лайăх хатĕрлесе çитернĕшĕн МТС “Яуши” тата “Янгорчино” хуçалăхсен утарçисене В.Ивановпа К.Степанована хаклă парнесем панă.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2004
00:00
Поделиться
;