Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи кирли – хăвăртлăх тата пахалăх

Районта çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланчĕç теме юрать. Уй-хирсен пулăхне ÿстерес тĕллевпе ЧР ял хуçалăх министерствин “Вăрнарти сельхозхими” унитарлă предприятийĕ хуçалăхсене минераллă удобренисем сапса пачĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕр улми вăрлăхне симĕсленсе калчаланма хучĕç. Механизаторсем те канăçа пĕлмеççĕ, уй-хире тухиччен тракторсене юсаса пĕтерессишĕн хыпăнаççĕ, кăкарса ĕçлемелли машинăсене тепĕр хут тĕрĕслеççĕ, çунтармалли-сĕрмелли япаласем кÿрсе килеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, халĕ çĕр çынни пĕр тĕллевпе – ял хуçалăх культурисене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса-лартас, çапла майпа кăçалхи пысăк тухăç никĕсне хывса хăварас ĕмĕтпе пурăнать. Ахальтен мар ĕнтĕ çуракине ăнăçлă ирттерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç ял хуçалăх предприятийĕсенчи агрономсемпе инженерсен “Броневик” тата “Новый путь” хуçалăхсенче иртнĕ конференцийĕнче.

Малтанах конференцине хутшăннисем “Броневик” ял хуçалăх кооперативĕн юсав мастерскойĕнче, техника паркĕнче тата тĕштырăсен вăрлăхĕ упранакан складра пулчĕç. Хăмăшсен кăçал ял хуçалăх культурисене 835 гектар акса лартса çитĕнтермелле. Çуракине гусеницăллă 4 тата урапаллă 10 трактор хутшăнать. Вĕсене юсаса пĕтернĕ. Кăкарса ĕçлемелли техникăна та хатĕррисен линейкине лартнă. Апла пулин те техника паркĕнче çын татăлмасть. Эпир пынă чух та Владимир Гавриловпа Александр Ложкин тата Иван Пырков сеялкăсем патĕнче тĕрмешетчĕç, вĕсене тăпрана минераллă удобренисем хывма майлаштараççĕ. Хуçалăхра тĕштырăсен, çĕрулми тата ытти культурăсен тухăçне ÿстерес тĕллевпе минераллă удобренисемпе анлă усă кураççĕ. Кăçал, акă, çуркунне культиваци тунă вăхăтра тăпрана аммиак шывĕ хываççĕ. Çуртрисен вăрлăхĕ çителĕклĕ, вĕсем складра типтерлĕ упранаççĕ. Юсав мастерскойĕнче çулталăкĕпех ĕç чарăнмасть. Çуракине хутшăнакан агрегатсене уя кăларса янă хыççăн выльăх апачĕ хатĕрлемелли машинăсене ĕçе хатĕрлеме тытăнаççĕ. Кăçал хăмăшсем тырпул пуçтарса кĕртмелли “Дон” комбайн тата каруселлĕ сушилка туянма палăртаççĕ.

“Новый путь” хуçалăхри юсав мастерскойĕнче те техникăна ĕçе хатĕрлеме майсем çителĕклĕ. Фрезерлă, токарь станокĕсем пур. Конференцине хутшăннисене уйрăмах кунта двигательсен топливо аппаратурине юсама май пурри кăмăла кайрĕ.

- Кăçал топливо аппаратурине юсама Тăвайне илсе кайрăм, - терĕ “Победа” ял хуçалăх производство кооперативĕн пуçлăхĕ А.Семенова. - Пĕлнĕ пулсан кунта илсе килеттĕмччĕ.

Малтикас-ялтăрасен юсав мастерскойĕнче пилĕк трактор, гусеницăлли иккĕ тата урапалли виççĕ, тăраççĕ. Вĕсене ĕçе хатĕрлесе çитерме запас пайсем тивĕçмеççĕ. Хăватлă Т-150 трактор, акă, урапасем çуккипе мастерскойран тухаймасть. Анчах та хуçалăх пуçлăхĕ А.Иванов кăçалхи çуракине мĕнпур “хурçă утсем” хутшăнасси çинчен пĕлтерчĕ. Хуçалăх запас пайсем туянма 125 пин тенкĕ кивçен илнĕ. Дизель топливи 22 тонна кÿрсе килнĕ. Хăйсен паха вăрлăх пулман пирки ытти хуçалăхсенчен кондициллине туянаççĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ З.Палитова хăйĕн докладĕнче çуракинче хуçалăхсем умĕнче тăракан задачăсене тĕплĕн çутатрĕ. Кăçал çуртрисемпе пăрçа йышши культурăсене 14527 гектар акмалла, çĕрулми 1335 гектар лартмалла. Çавăн пекех пахча çимĕç 116 гектар, сахăр кăшманĕ 217, выльăх кăшманĕ 427, кукуруза 187, пĕр çул ÿсекен курăксем 2194 гектар çитĕнтермелле. Пурĕ тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 386000 центнер, çĕрулми 231400, пахча çимĕçсем 23340, тымар çимĕçсем 176650, кукурузăн ешĕл масси 48150 центнер туса илмелле.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться
;