Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хамăр сывлăх пирки шутлатпăр пулсан

Кашни çулах çуркунне Вăрнар урамĕсенче чуна пăшăрхантаракан ÿкерчĕк асăрхама пулать: юр ирĕлнĕ май унта та кунта хĕл каçиччен пухăнса пынă çÿп-çап купи курăнма пуçлать. Пĕр урамра ытларах, тепринче сахалрах. Анчах пĕрне ырласа теприне хурламалли çук. Нумай хутлă çуртсем вырнаçнă тĕп урамсенче те, аякрисенче те кил-çуртра пухăннă тасамарлăха кил-çурт умне тухса пăрахасси йăлана кĕнĕ. Юлашки вăхăтра тата çÿп-çапа михĕсемпе хутаçсене тултарса обществăлла çуртсем çывăхĕнче хăварма пуçларĕç. Тахăшĕ районти тĕп больница çывăхнех пырса пăрахнă. Автобус чарăнакан вырăнсенче, котельнăйсем, ытти çуртсем çывăхĕнче сахал мар йăваланса выртаççĕ çакăн пек михĕ-хутаçсем. Çапкаланса çÿрекен йытăсем çыртса çураççĕ вĕсене, çÿп-çап аяккалла саланать, тавралăха варалать.

Хаçат редакцине çыру килчĕ. Ленин урамĕнче 43-мĕш тата А.Иванов урамĕнчи 36-мĕш çуртсенче пурăнакансем çырнă ăна. Н.Антонова, Г.Кудряшова, Е.Иванова,  Т.Васильева, Н.Иванова, Л.Кондратюк, М.Михайлова, Д.Иванов тата ыттисем, пурĕ 28-ăн, алă пуснă ун айне. Çак икĕ çурт пĕр-пĕринпе пĕрлешсех ларнă теме пулать. Иккĕшĕн хушши вунă метра яхăн кăна. “Çак вырăна кашни кунах çÿп-çап турттаракан ятарлă машина килет. Каçхине 6 сехет иртсен çывăхри 500 хваттертен тулли михĕсемпе витресем йăтнă çынсем кĕпĕрленеççĕ ун тавра. Анчах çĕр каçиччен çак вырăнта çÿп-çап купи юмахри пек ÿссе ларать. Çав купари курупкăсемпе михĕсене йытă-кушак туртса çурать, бомж-алкаш пушă кĕленче шыраса пăтратать, чăх-чĕп çÿп-çапа айккинелле сапалать. Вăйлă çил чухне çÿп-çап пĕтĕм картишĕпе саланать”, - пăшăрханаççĕ çак çуртсенче пурăнакансем.

Ку чăнах та çаплах. Поселокри нумай хутлă çуртсем патĕнчен кашни кунах ятарлă машина çÿп-çап пуçтарса каять. Анчах та ку çуртсенче пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри темĕншĕн хăйĕн хваттерĕнче пухăннă çÿп-çапа çак машина патне илсе тухма хыпăнмасть. Кайран кирлĕ мар миххе е курупкăна тултарать те çын асăрхиччен ăçта килнĕ унта тухса пăрахать. Пулса куртăм эпĕ çырура асăннă вырăнта. Пĕр сăмах та хитрелетсе кăтартман ку çывăхра пурăнакансем. Унта та кунта çуп-çап сапаланнă. Чăн та, кунта хăйсен хваттерĕсенчен машина кайнă хыççăн е киличчен çÿп-çап килсе пăрахма кăмăл тунисем валли икĕ контейнер лартса панă. Анчах çÿп-çап миххисене пурте ещĕке пырса пăрахасшăн мар çав, ăçта килнĕ унта хăвараççĕ. Тата пысăкрах йытăсемшĕн ку контейнерсене кĕрсе тустарасси нимĕн те мар. Хăшпĕр нумай хутлă çуртсем çывăхĕнче вара çакăн пек ещĕксем те çук.

“Акă, çанталăк ăшăтать те çÿп-çап купи тавра шăна-пăван явăнма пуçлать. Шăни те, чăххи-чĕппипе йытти-кушакки те чир-чĕр сарас хăрушлăх пысăкланать. Пирĕн шутпа, çак çÿп-çап купине виçĕ çул каялла котельнăй пулнă вырăна куçармалла. Йытă таврашĕ иленесрен тавралла карта тытса çавăрмалла. Хушăран хушă хлоркăпа дезинфекцилемелле. Чăх-чĕп пистĕр. Тата пĕрре çакăнти халăха пухса калаçу ирттермелле. Ытла тирпейсĕрленсе кайрăмăр, хамăра хамăр хисеплемен тĕслĕхсем нумай. Çакăн пек вырăнсене хушăран хушă санэпидемстанци ĕçченĕсем пăхкаласа тăрсан та аванччĕ”, - вĕçленĕ çырăва.

Мана уйрăмах юлашки сăмахĕсем кăмăла кайрĕç. Чăнах та, ытлашши тирпейсĕрленсе кайрăмăр эпир. Çÿп-çапа машина килнĕ вăхăтра илсе тухма ниепле те хăнăхаймастпăр, тулли михĕ-курупкăсене те ещĕке кайса пăрахма ÿркенетпĕр, ăçта килнĕ унта хурса хăваратпăр. Урамра та пĕр пилĕк метр аякри урна патне утас килмест, чĕлĕм тĕпне е ытти çакăн пек япалана никамран вăтанмасăр нимĕн пулман пек ура айне вăркăнтаратпăр.

Поселок администрацийĕ, ытти яваплă организацисем поселока тирпей-илем кĕртессишĕн сахал мар тăрăшаççĕ. Поселок администрацийĕнче ку тĕлĕшпе темиçе çул ятарлă бригада ĕçлет. Бригадăри рабочисем çулла кашни кунах тĕп урамсенчи çÿп-çапа пуçтараççĕ. Астăвăм скверĕнчи клумбăсене тирпейлесе тăраççĕ. Экологилле субботниксенче вара пĕтĕм поселок тасалса тирпейленет. Кашни предприятипе организаци, учреждени хăйне çирĕплетсе панă лаптăка йĕркене кĕртет. Анчах тĕрĕсех каланă çав çÿп-çапа пуçтарса тăнă çĕрте мар, пăрахман çĕрте таса, тесе. Рабочисем пуçтарса тухнă хыççăн тепĕр сехетренех урамсенче темĕн чухлĕ çÿп-çап йăванса выртать.

Çак кунсенче пирĕн ентеш Праски Витти художник, вăлах Виталий Петрович Петров профессор, чăваш радиовĕ урлă тухса калаçнине итлеме тÿр килчĕ. Хăй Венгрине темиçе хутчен те кайса килни çинчен каласа кăтартрĕ вăл. Çак инçет çĕршывра çынсем тавралăх тасалăхĕшĕн, тирпейлĕхĕшĕн тăрăшни кăмăла кайнă ăна. Унта ялсенче те çул айккипе тротуарсем, кашни картишĕнчех шыва кĕрсе уçăлма бассейн пур. Çакăн пек таса, тирпейлĕ вырăнта çÿп-çап пăрахакан тупăнасси пирки шутлама та йывăр. Тавралăх илемĕшĕн тăрăшас туйăм венгрсен чунне, юнне кĕрсе вырнаçнă, ашшĕ-амăшĕнчен ачисене куçса пырать. Шел, пирĕн çак туйăм темĕншĕн çук, аталанман. Эпир дворник, ытти пĕр-пĕр çын картишне, урама тасатса тăнă вăхăтра унăн куçĕ умĕнчех çĕр çине пирус тĕпĕ, хут татăкки е пĕр-пĕр ытти япала пăрахма пултаратпăр.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров юлашки вăхăтра Шупашкара, ытти хуласемпе поселоксене, ялсене тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх хума пуçларĕ. Ку ахальтен мар. Асăрханă пулĕ, таса, тирпейлĕ урампа иртсе пынă чухне хăвна ырăрах, лайăхрах туятăн, кăмăл çĕкленет. Çакă вара сывлăх çине лайăх витĕм кÿрет, сывă пурнăç йĕркипе тачă çыхăннă. Енчен те эпир хамăр сывлăха сыхласа хăварас, чир-чĕртен сыхланас тетпĕр пулсан пирĕн хамăр пурăнакан вырăн тасалăхĕшĕн, тирпейлĕхĕшĕн кашни кунах тăрăшмалла, ачасене те çакăн пек пулма пĕчĕкрен хăнăхтармалла.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться
;