Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Информаци кунĕнче

Иртнĕ эрнере районти информаци кунне ЧР юстици министрĕ В.Петров ертсе пыракан ушкăн хутшăннă. Министерствăн уйрăмĕсемпе ведомствăсен ертÿçисем район администрацийĕн пайĕсемпе управленийĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле ĕç коллективĕсенче пулнă, ЧР Президенчĕ Н.Федоров йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пĕчĕк предпринимателлĕхе тата çыхăну хуçалăхне малалла аталантарасси, çапла майпа çынсен пурнăç шайне çÿллĕрех шая çĕклесси пирки калаçнă, ыйтусем çине хуравланă. В.Петров тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин Калининăри шкул-интернатра, вăтам шкулта тĕл пулусем ирттернĕ, Нурăсри ресторана тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн уçнă çĕре хутшăннă. Республика Юстици министрĕн çумĕ Л.Арзуманова аш-какай комбиначĕн сысна ĕрчетекен комплексĕпе Туçи Çармăсри вăтам шкулта, ЧР çыхăнупа информатизаци патшалăх комитечĕн председателĕ Д.Назипов почта çыхăнăвĕн узелĕнче тата линипе техника цехĕнче, республикăри регистраци палатин ертÿçи Е.Шевлягина Вăрнарти пĕрремĕш вăтам шкулта тата районти тĕп больницăра, ЧР Патшалăх Канашĕн культура, вĕрентÿ, çамрăксен политикин комитечĕн председателĕ Е.Сергеева Пăртас тата Вăрманкас ялĕсенче пурăнакансем патĕнче, ЧР юстици министрĕн çумĕсем М.Кузьминпа В.Капитонов йывăç комбинатĕнче, Çавалкасри ваттисен çуртĕнче тата МТС “Яуши” ял хуçалăх производство кооперативĕнче, ЧР Президенчĕн Администрацийĕн кадрсен тата патшалăх службин управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Ерофеева Кив Мĕлĕшпе Санарпуç ялĕсенче пурăнакансем патĕнче, ЧР Патшалăх Канашĕн контрольпе шутлав палатин аудиторĕ И.Иракина Кульцаври вăтам шкулта, ЧР çыхăну тата информатизаци патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ А.Сидоренко “Вурнарыдорстрой” акционер обществинче тата пенси фончĕн Вăрнарти уйрăмĕнче пулнă. Тĕлпулусенче хускатнă критикăлла сĕнÿсене шута илсе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма шантарнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться
;