Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Космонавтика музейĕнче

Андриян Григорьевич Николаев космонавтăн тăван çĕрĕ çинче, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл салинчи Космонавтика музейĕнче пулса курнине нимĕнле савăнăçпа та танлаштараймăн. Унта эпир “Чувашсетьгазăн” Вăрнарти филиалĕн ертÿçи И.А.Арбузов пулăшнипе кайса килтĕмĕр, вăл пире автобус уйăрса пачĕ тата укçа-тенкĕпе тивĕçтерчĕ.

Экскурси вăхăтĕнче пирĕншĕн тĕлĕнмелли, çĕнни чылай пулчĕ. Музейран таврăннă чухне эпир В.Троицкая тата О.Жебелевская вĕрентекенсемпе пĕрле Шупашкарти çĕнĕрен çĕкленекен “Байконур” микрорайонта пулса куртăмăр. Унта пире космонавтика хутшăнăвĕсен ассоциацийĕн президенчĕ В.П.Тихонов ăшшăн кĕтсе илчĕ, çĕнĕрен çĕкленекен объектсен малашлăхĕн пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пачĕ. Офисра эпир тĕлĕнмелле объектива – “спутник-шпион” - курса тĕлĕнтĕмĕр, унпа космосранах хаçат вулама та пулать иккен. Çавăн пекех Ассоциаци президенчĕ пире космонавтикăпа çыхăннă значоксен коллекцийĕпе паллаштарчĕ, вĕсене вăл 40 çул ытла пуçтарнă! В.П.Тихонов – Вăрнар çынни, çавăнпах пулĕ вăл пире космоспа çыхăннă чылай интереслĕ япаласем, пулăмсем çинчен каласа пачĕ, асăнмалăх “Байконур – Шупашкар” буклетсем парнелерĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться
;