Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕрĕслÿ мĕн кăтартрĕ

Вăрнар район прокуратури районсем хушшинчи çут çанталăка сыхлакан Шупашкар прокуратурипе, “Патшалăхăн санитарипе эпидемиологи асăрхавĕн Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи центрĕ” федераци патшалăх учрежденийĕпе, Раççей Çутçанталăк ресурсĕсен министерствин çутçанталăк ресурсĕсемпе тата тавралăха сыхлассипе ĕçлекен тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕпе пĕрле акционерсен “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” уçă обществинче çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе йышăннă саккунсене мĕнлерех пурнăçланине тĕрĕслерĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче акционерсен “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” уçă обществинче сывлăхшăн хăрушă каяшсемпе ĕçлеме ирĕк паракан лицензи 2002 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнчен çукки, производство каяшĕсен лимичĕ 2003 çултанпа пулманни палăрчĕ.

Акционерсен “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” уçă обществинче 2003-2004 çулсенче тавралăха сыхлас тата çутçанталăк ресурсĕсемпе вырăнлă усă курас тĕлĕшпе туса хатĕрленĕ мероприятисенче ацетальдегид тавралăха кÿрекен сиенлĕ витĕме чакарассине палăртман.

Производство тата хуçалăх ĕçĕсене пурнăçласа пынă май заводра каяшсем пухăнаççĕ. Малтанлăха вĕсене предприяти территорийĕнче упраççĕ. Кайран акционерсен “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” уçă обществин Вăрнар поселокĕнчен 1,5 километр хĕвел тухăçнерех вырнаçнă, 1991 çулта 550-93 номерлĕ проектпа тунă шламоотвала илсе тухаççĕ. Унта производствăн 3-4 класс хăрушлăхлă каяшĕсене çулталăкра 8,4 пин кубла метр таран пухса упрама пулать.

2001 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче акционерсен “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” уçă обществи шламоотвалăн пĕр пайне усă курма “Вурнарский” тепловодоканал” муниципаллă унитарлă предприятие тата акционерсен “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ” уçă обществине арендăна панă. Халĕ аренда вăхăтне 2004 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăснă.

Çуркунне тата кĕркунне шламоотвала шыв тулса ларать. Производство каяшĕсене тÿрех шыва пушатса хăвараççĕ. Производствăн наркăмăшлă каяшĕсемпе йăлари çÿп-çап хутăшса каяççĕ. Вĕсене сийĕн-сийĕн пусăрăнтармаççĕ, наркăмăшлă япаласене ыттисенчен уйăрмаççĕ. Шламоотвал территорине хуралламаççĕ, кунта ĕçлекенсем валли йăла пÿлĕмĕсем çук.

Тĕрĕслÿ итогĕсем тăрăх районсем хушшинче çут çанталăка сыхлакан Шупашкар прокуратури тата Вăрнар район прокуратури акционерсен “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” уçă обществин генеральнăй директорĕ ячĕпе айăплисене дисциплинарлă явап тыттармаллине тата палăртнă çитменлĕхсене пĕтермеллине кăтартса хут çырса пачĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться
;