Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Фестиваль иртнĕ

Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 60 çул çитнине халалласа апрелĕн 14-16-мĕшĕсенче халăх пултарулăхĕн “Юрлать тăван ялăм” район фестивалĕ Калининăри, Мăн Явăшри, Санарпуçĕнчи зонăсенче иртнĕ. Унта пĕтĕмпе 29 коллектив хутшăннă. Вырăнти артистсем хор юррисемпе, халăх тата эстрада ташшисемпе, фольклорпа, халăх вăййисемпе паллаштарнă. Фестивальте палăрнă чи лайăх коллективсем “Акатуй-2004” ĕçпе юрă уявĕнче юрă-кĕвĕпе савăнтарĕç.

Иртнĕ вырсарникун фашистсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине кĕтсе илнĕ май районти культура çуртĕнче “Савăн, çĕнтерÿçĕ-çуркунне” смотр-конкурс пулнă. Унта Мăнъял Хапăсри, Кĕçĕн Кипекри, Пăртасри, Ярмушкари, Пăваялĕнчи, Шĕнер Ишекри агитбригадăсем хутшăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 апреля 2004
00:00
Поделиться
;