Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кинемее çыхса пăрахнă, 700 тенкĕ çаратнă

Çак чăрсăр ĕçе ытларикун ирхине тăватă сехет иртсен тунă. Такамсем  Услантăр Енĕшри çитмĕл улттăри К.Ильина пÿртне веранда чÿречин рамине илсе кĕнĕ. Çынсем утса çÿренĕ сасса илтсе, кинемей вăранса кайнă. Ăна çийĕнчех темиçе хутчен туртса çапнă, унтан аллисене çыхса лартнă. Пĕри питне минтерпе хупласа тăнă. Хурахсем ватă çынна хăвăртрах укçа тупса пама хушнă. Хăраса ÿкнĕскер: “Манăн пĕтĕмпе те 700 тенкĕ кăна”, - тенĕ, ăна пуçтарса хунă вырăна пĕлтернĕ. Кинемей хăйне çапса ÿкериччен пÿртре виççĕн, çÿллĕскерсем, пулнине асăрхаса юлнă. Пурте çамрăксем. “Тул çутăлать, хăвăртрах тухса каймалла”, - тесе путсĕрсем питĕ хыпăннă-мĕн.

Шел, çĕрлехи хурахсем халлĕхе йĕрке хуралçисен аллине лекеймен-ха. Çак хăрушă ĕçе хутшăннисем çинчен мĕн те пулин илтнисене е пĕлекенсене шалти ĕçсен районти пайне 2-10-02, 2-18-15 е 2-17-87 номерсемпе шăнкăравлама сĕнетпĕр. Милици ĕçченĕсем çак путсĕрсем пурпĕрех çакланасса ĕненеççĕ, вăхăт кăна кирлĕ - васканипе-ши кинемей пÿртĕнче вĕсем алă йĕрĕсем хăварнă-мĕн. Тен, çамрăксен, айăпа йышăнса, милицие хăйсен ирĕкĕпе килсен лайăхрах пулмĕччĕ-ши;



"Çĕнтерÿ çуле"
26 апреля 2004
00:00
Поделиться
;