Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паян тесен паян

Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕ çуракине тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илет. Ун пирки хуçалăх ертÿçи Валерий Филиппович Шумилов акă мĕн каласа пачĕ:

- Пирĕн хуçалăхра сухалакан çĕр лаптăкĕ 1.545 гектар. Пĕлтĕр гектартан 30 центнер тĕштырă пухса кĕртрĕмĕр.

- Валерий Филиппович, кăçалхи тĕллевсем мĕнлерех;

- Эпир паян тесен паян уй-хире тухма хатĕр. Чи малтан нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене сÿрелетпĕр тата минераллă удобренисемпе апатлантаратпăр, вĕсем 545 гектар йышăнаççĕ. Кунта пĕрлех çурхи культурăсене акма çĕр хатĕрлетпĕр. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 670 гектар çине акса хăваратпăр. Выльăх апачĕн культурăсен лаптăкне 545 гектара çитеретпĕр. Кăçал çĕнĕрен тата 70 гектар курăк вăррисем акса хăваратпăр. Кăшман лаптăкне те ÿстересшĕн, 30 гектара çитересшĕн. Эпир кашни çулах çĕрулми туса илессипе ÿсĕмлĕ ĕçлетпĕр. 400 тонна çĕрулми вăрлăхне суйласа яровизацилеме хутăмăр. Çĕрпÿри ял хуçалăх станцийĕнчен çĕрулми вăрлăхне улăштарса килтĕмĕр. “Рамона”, “удача”, “чародейка”, “елизавета” сортсен тухăçĕ ыттисенчен пысăк. Кÿршĕллĕ районсене 110 тонна тырă вăрлăхĕ сутрăмăр.

Çĕре тулăх тăрантармасан, паллах, вăл тупăш сахал парать. Удобренисем тата çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма 1 миллион тенкĕ кредит илтĕмĕр. 210 тонна минераллă удобренисем, 45 тонна топливо туянса хутăмăр.

- Каçарăр та, сирĕнтен пÿлсех ыйтам: ака-суха ĕçĕсене ирттерме техника çителĕклĕ-и, вăл юсавлă-и;

- Уй-хир ĕçĕсене гусеницăллă тракторсем 6, кустăрмаллисем 8 хутшăнаççĕ. Агрегатсем патне вăрлăхпа минераллă удобренисем турттарса тăма 6 автомашина уйăртăмăр. Çураки ĕçне пурĕ 26 механизаторпа водитель кÿлĕнет.

Кăкарса ĕçлемелли агрегатсен шучĕ хĕрĕхрен те иртет. Юсавçăсем вĕсене уй-хире тухма лайăх хатĕрлесе çитерчĕç. Сеялкăсемпе культиваторсен, плугсемпе сÿресен кивелнĕ пайĕсене Дмитрий Петровпа Сергей Иванов сварщиксем улăштарса çĕнетрĕç.

Вăрлăхсем йăлтах пĕрремĕш репродукциллĕ. Ку енĕпе Александра Терентьевна Кустина агроном тăрăшса ĕçленине уйрăмах палăртса хăварас килет.

Хуçалăх паян тесен паян ака-суха ĕçне тухма хатĕр. Çакăнта В.Шумилов ертÿçĕн тÿпи пысăк.  Çĕр ĕçченĕсене пĕр чăмăра пĕрлештерме, вĕсене хавхалантаруллăн, кăтартуллăн ĕçлеттерме ертÿçĕн пысăк пĕлÿпе ĕçченлĕх кăна мар, çирĕп чун-чĕре, вăй-хал, ăсталăх кирлĕ. Çак лайăх енсем шăпах ăна илем кÿрсе тăраççĕ. Уй-хиртен тупăш ытларах илессишĕн пуçарнă кĕрешĕве ăнăçлă ертсе пырать. Çакна çуракине ирттерме тĕплĕн хатĕрленсе çитни те яр уççăн çирĕплетсе парать.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 апреля 2004
00:00
Поделиться
;