Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар тăрăхĕнче вĕренмелли нумай

Кĕçнерникун Калинино тата Вăрнар райповĕсенче Чăвашпотребсоюз райпо канашĕсен председателĕсен семинар-канашлăвне ирттерчĕ. Малтанах районсенчи суту-илÿ пуçлăхĕсем Калинино райповĕнче пулчĕç, промышленность таварĕсемпе запас пайсен, апат-çимĕç продукчĕсен “Нурăс” магазинĕсенче пулчĕç, “Çавал” ресторана юсаса çĕнетнĕ хыççăн уçнă çĕре хутшăнчĕç. Вăрнарта хăнасем ял хуçалăх продукчĕсен, кулинари таварĕсен, талăкĕпе ĕçлекен магазинсенче, аш-какай тирпейлесе тĕтĕмлекен тата кулинари цехĕсенче, аптекăра пулчĕç. Семинар-канашлăва хутшăннисем Калинино тата Вăрнар райповĕсен ĕçне пысăк хак пачĕç, вĕсен опычĕпе усă курни хăйсем патĕнче çитĕнÿ тума пулăшассине палăртрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 апреля 2004
00:00
Поделиться
;