Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăшă тĕлпулу

Мăнкун эрнинче, апрелĕн 12-мĕшĕнче, Çавалкасри ватăсен çуртне çитсе килме, унти кинемей-мучисемпе ăшшăн калаçма шутларăм. Ватăсене хăналама икерчĕ-кукăль, çăмарта, пыл, ытти апат-çимĕç илсе çула тухрăм.

Автобусĕ вырăна хăвăртах илсе çитерчĕ. Ватăсен çурчĕ чарăнуран инçе те мар. Чиперех çитрĕм. Мана кунта ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Ватăсен çурчĕн директорĕ Елена Васильевна Иванова хăйсен хуçалăхĕпе паллаштарчĕ. Ватăсене пурăнма условисем çителĕклех. Выртса тăмалли, канмалли пÿлĕмсем çутă та таса, телевизор, медицина кабинечĕ пур, тĕрлĕрен кĕнекесем илсе вулама пулать. Ватăсем ахаль лармаççĕ иккен, хăйсене уйăрса панă çĕр лаптăкĕ çинче ĕçлеççĕ, пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. выльăхсем тытаççĕ.

Пурте пĕрле пухăнса ăшшăн калаçрăмăр, чей ĕçрĕмĕр.

Пĕччен е кил-çуртсăр тăрса юлнă ватăсене çакнашкал пăхни-усрани питĕ килĕшрĕ. Уйрăлнă май ватăсем хăйсем патне хăнана килме ÿркенменшĕн, чей сĕтелĕ хушшине ларса ăшшăн калаçнăшăн савăнчĕç, чĕререн тав турĕç. Татах килсе çÿреме ыйтрĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
29 апреля 2004
00:00
Поделиться
;