Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçре инкек пуласран сыхланса

Район администрацийĕн пысăк залĕнче предприятисемпе организацисенчи ĕç сыхлавĕпе тимлекен специалистсен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унта ĕçе сыхласси 2003 çулта районта еплерех пулса пынине тишкернĕ, кăçалхи задачăсене палăртнă. Çынсене медицина тĕрĕслевне илсе çÿренине сÿтсе явнă. Апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 10-мĕшчен предприятисемпе организацисенче коллективлă килĕшÿ тумалли уйăхлăх ирттерме йышăннă.

Иртнĕ çулхи лару-тăрăва тишкерни ĕç сыхлавĕпе районта хăшпĕр лайăх улшăнусем пуррине кăтартса парать. Коллективра 100 çынран ытларах пур предприятисемпе организацисенчен нумайăшĕнче штата ку тĕлĕшпе ĕçлекен специалиста кĕртнĕ. Çав хушăрах çитменлĕхсем те сахал мар. Çавна пулах районта пĕлтĕр производствăра 4 çын вилнĕ. “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ” акционер обществинче комбайнер жатка айне пулнă. “Вурнарыдорстрой” акционер обществинче транспортер çывăхĕнче слесарь виллине тупнă. "Гвардеец" ял хуçалăх производство кооперативĕнче çĕрулми турттарнă чухне пĕр çын автомашина урапи айне пулнă. "Знамя" хуçалăхра каçхи хуралçă асăрханмасăр чĕлĕм туртнă пирки вут хыпса илнине пула çунса кайнă. Производствăра асăрханусăр пулнă пирки çын аманнă тĕслĕхсем “Правда”, “Знамя труда”, Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхсенче пулнă. Ĕçпе çыхăннă чирсемпе аптăранă тĕслĕхсем те 2-рен 5-е çити нумайланнă.

Районти 14 предприятинче штатра ĕç сыхлавĕпе тăрăшакан специалистсем пур. Пурĕ вара вĕсем 26. Лайăх енчен Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнчи ĕç сыхлавĕн уйрăмĕн пуçлăхне И.Романова, “Вурнарыгаз” филиалти А.Иванова, вăрман хуçалăхĕнчи А.Ефимова, аш-какай комбинатĕнчи Г.Степашинана, “Хорнзор” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи В.Андреева, “Янгорчино” хуçалăхри А.Федькова тата ыттисене палăртма пулать.

Районта ĕç сыхлавне йĕркелесе пыракан канаш туса хунă, предприятисемпе организацисенчи ку тĕлĕшпе тимлекен специалистсемпе 2 канашлу ирттернĕ. 23 предприятипе организацинче ĕçе сыхласси еплерех пулса пынине тĕрĕсленĕ. Производствăра инкек пуласран сыхланмалли правилăсене 254 çынна вĕрентнĕ. Ĕç хăрушсăрлăхне вĕрентессине “Гвардеец”, “Броневик”, “Янгорчино”, “Хорнзор”, “Правда”, МТС “Яуши”, “Искра” ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, ял хуçалăх техникумĕнче, ытти хăшпĕр хуçалăхсенче аван йĕркеленĕ.

Канашлура ял хуçалăх управленийĕн ĕç сыхлавĕн тĕп специалисчĕ Е.Алексеев, патшалăхăн санитарипе эпидемиологи асăрхавĕн Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи центрĕн ĕç гигиенин врачĕ М.Отнюков, республикăри ÿсентăрансене хÿтĕлессипе ĕçлекен станцин районти агрономĕ А.Мураткин тухса калаçнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
29 апреля 2004
00:00
Поделиться
;