Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ырă ĕçсен вĕçĕ çук

Çынсенче ырăлăх, кăмăллăх, пĕрлешÿлĕх туйăмĕсене вăратас, обществăлла вырăнсенче хамăра тытма вĕрентес, культура шайне ÿстерес тĕллевпе апрелĕн 16-24-мĕшĕсенче Çурхи Ырăлăх Эрни ирттерме йышăнчĕç. Европăри çĕршывсенчи опыта никĕсе хывса йĕркеленĕ ырă пуçару “çимĕçне” те пачĕ, паллах.

Çак эрнере, акă, поселок та куç умĕнчех тасалса илемленчĕ. Предприяти-организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем, нумай хутлă, уйрăм çуртсенче пурăнакансем, шкул ачисемпе студентсем - пурте çÿп-çаппа “кĕрешрĕç”, тавралăха тирпей-илем кĕртрĕç, палисадник картисене юсаса çĕнетрĕç, бордюрсене шуратрĕç тата ыт.те.

Ватă çынсене, тулли мар, ăнăçлă мар, нумай ачаллă çемьесенчи, тăлăх, инвалид ачасене пулăшасси те ку эрнере чи пĕлтерĕшли пулчĕ. “Ырă тума васка” акцие район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕпе хĕрарăмсен районти канашĕ пулса тÿсекенсен пурнăçне кăшт та пулин çăмăллатас тĕллевпе тумтир, атă-пушмак, теттесем, кĕнеке-тетрадьсем пуçтарассине йĕркелерĕç. Çак ĕçе вĕрентÿ учрежденийĕсем, ача сачĕсем, уйрăм çынсем те активлă хутшăнчĕç.

Культура ĕçченĕсем те Çурхи Ырăлăх Эрнинче аякра юлмарĕç. Районти культура çурчĕн артисчĕсем ваттисен çурчĕсенче пулчĕç. Çавалкасри, Калининăри, Хăмăшри тата ытти пултарулăх ушкăнĕсем те ялсенче ыркăмăллăх концерчĕсем лартса пачĕç. Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн воспитанникĕсем “Яланах хĕвел пултăр” программăпа поселокри ача сачĕсенче кĕçĕннисене юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Библиотекăсем кĕнекесем пуçтарассине тата ытти интереслĕ мероприятисем йĕркелерĕç, экологи субботникĕсене хутшăнчĕç.

Ачасен чун-чĕринче ыркăмăллăх туйăмне аталантарас тĕллевпе шкулсенче ырăлăх урокĕсем иртрĕç. Калининăри вăтам шкулта, акă, ку енĕпе çамрăк сăвăçсемпе юрăçсен конкурсне йĕркеленĕ. Çарăклăра шкул ачисем ырă ĕçсем пирки сочиненисем çырса тупăшнă.

Çăрхи Ырăлăх Эрнин йĕркипех район администрацийĕн физкультурăпа спорт, çамрăксемпе тата çула çитмен ачасемпе ĕçлекен пайĕ те тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ. Кунта, паллах, спорт ăмăртăвĕсем пысăк вырăн йышăнчĕç. Çавăн пекех çамрăксене наркотиклă япаласене хăнăхассинчен асăрхаттарас тĕллевпе ял клубĕсенче тематикăллă дискотекăсем, калаçусем йĕркеленĕ.

Ырăлăх эрнинче пурте кăтартуллă ĕçленĕ, анчах çакăнпа кăна лăпланса лармалла мар. Çак ĕçе малалла та тăсмалла, пĕр-пĕрне пулăшасси, ырă тăвасси вара кашни çыннăн кун йĕркинчи тĕп тĕллев пулмалла.


"Çĕнтерÿ çуле"
29 апреля 2004
00:00
Поделиться
;