Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Комисси ĕçе пуçăнчĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров 2004 çула çамрăксен тата сывă пурнăç йĕрки çулталăкĕ туса хума йышăннă пуçару пирĕнтен кашнинех тÿрремĕн пырса тивет. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ анлă программăна пурте пĕр пулса тăрăшсан кăна пурнăçа кĕртме май килет. Кунта сăмах вĕрентÿ тата сывлăха сыхлас ĕç, физкультурăпа спорт, санитарипе эпидемиологи асăрхавĕ, экологи, культура, социаллă хÿтлĕх, çамрăксемпе ĕçлекен организацисем, ĕç коллективĕсемпе вĕсен ертÿçисем ку тĕлĕшпе пĕрле тăрăшмалли пирки пырать.

Калас пулать, çынсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе районта ытти çулсенче те сахал мар ĕçленĕ. Акă, иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнче районта ЧР Президенчĕн “Çемье медицинине аталантарассипе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен” Указне тата Чăваш Республикин халăхне медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен системăна 2003-2010 çулсенче çĕнетсе лайăхлатас тĕлĕшпе йышăннă программăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе ведомствăсем хушшинчи профилактика канашне туса хучĕç. Асăннă Указпа программăра халăха медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатнипе пĕрлех çынсене чир-чĕртен сыхланма хăнăхтарасси тĕп вырăн йышăнмалла. Ку вара сывă пурнăç йĕркипе тачă çыхăннă.

Ведомствăсем хушшинчи профилактика канашне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Г.Игнатьев ертсе пырать. Унта çавăн пекех социаллă хÿтлĕх, вĕрентÿ, культура, физкультурăпа спорт, çамрăксен, çутçанталăк тата тавралăха сыхлакан, санитарипе эпидемиологи асăрхăвĕн, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен представителĕсем кĕреççĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче профилактика канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта Н.В.Федоров Президентăн “Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕрки çулталăкĕ” Указне пурнăçласа 2004 çулта туса ирттермелли ĕçсен планне çирĕплетрĕмĕр. Асăннă планра массăллă физкультурăпа спорт мероприятийĕсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем çынсене эрех-сăраран пистерме, ÿт-пĕве пиçĕхтерме, сывлăха çирĕплетме, çапла майпа чир-чĕртен сыхланма пулăшаççĕ. Ку план пурнăçа кĕрсе пырать ĕнтĕ. Шкулсемпе вĕрентÿ заведенийĕсенче, ĕç коллективĕсенче йĕлтĕрçĕсен, хĕллехи полиатлон, волейбол, сĕтел çинчи теннис, хĕллехи футбол ăмăртăвĕсем, “Атте, анне тата эпĕ - спортпа туслă çемье” тупăшусем иртрĕç. Вĕсене пурне те çынсем йышлăн хутшăнчĕç.

Культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă мероприятисене пурнăçланă çĕре пысăк тÿпе хываççĕ. Ялсенчи клубсемпе культура çурчĕсенче, поселокри культура учрежденийĕсенче çамрăксем валли “Татьяна, савнă Татьяна”, “Юратакансен кунĕ”, ытти тематикăллă каçсем иртрĕç. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене халалласа “Çĕршывăн мухтавлă ывăлĕсем” уяв йĕркеленĕ, çара кайма хатĕрленекен çамрăксем Аслă Отечествăллă, Афган, Чечен вăрçисен ветеранĕсемпе тĕл пулчĕç. Çакă тата ытти мероприятисене культура работникĕсем çынсене пушă вăхăта савăнăçлă канма майсем туса парас, эрех-сăраран пистерес тĕллевпе туса пыраççĕ.

Çÿлерех асăннă программăна пурнăçланă çĕре медицина работникĕсем те активлă хутшăнаççĕ. Кăçал, акă, куçса çÿрекен поликлиника ялсене тухса çÿрессине йĕркелесе ятăмăр. Кашни эрнерех терапевт, невролог, окулист, нарколог врачĕсем, медицина сестри, лаборант ялсенче пулаççĕ, çынсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ, чирлисене рецептсем çырса параççĕ, анализ тума юн илеççĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕрен чиртен еплерех сыхланмалли çинчен те каласа кăтартаççĕ. Ку тĕлĕшпе М.Н.Федотова, Г.А.Михайлова терапевтсем, О.Н.Тумаланова невролог, В.А.Константинова тата В.М.Ефремова куç тухтăрĕсем активлă. Уйрăмах И.В.Михайлов врач-нарколога ырăпа асăнас килет. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе Игорь Валерьевич пек пуçаруллă çын сахал. Час-часах ялсенче пулса вăл наркотиксем, эрех-сăра, чĕлĕм тĕтĕмĕ, тĕрлĕрен наркăмăшлă япаласене сывлани сывлăх çине еплерех сиенлĕ витĕм кÿни пирки каласа кăтартать, район хаçатĕнче статьясем пичетлет. Районти тĕп больница тĕслĕхĕпе Калининăри участок больницинче ĕçлекенсем те ялсене тухса çÿрессине йĕркелесе ячĕç. Çак ĕçрен ялсенчи врач амбулаторийĕсенчи медицина работникĕсем те аякра юлмаççĕ.

Анчах та çÿлерех асăннă мероприятисем халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕлĕшпе палăртнă ĕçсен пуçламăшĕ кăна-ха. Кашни кун тĕллевлĕн ĕçлесе пырсан кăна Указра палăртнине йăлтах пурнăçа кĕртме май килет. Профилактика канашĕ йышăннă планра кашни кварталтах мĕнле мероприяти ирттермеллине кăтартнă. Унпа килĕшÿллĕн коллективсенче спорт уявĕсем, сывлăх кунĕсемпе кану каçĕсем йĕркелемелле, тĕрлĕрен конкурссем, “Орленок” тата “Зарница”, “Сăран мечĕк” вăйĕсен финалĕсене ирттермелле, стена хаçачĕсем кăлармалла, тематикăллă стендсем пулмалла. Кăçал Вăрнарта физкультурăпа спорт комплексĕ тăвассипе ĕçлеме тытăнмалла. Кану паркĕнче “сывлăх сукмакĕ” йĕркелесе хута ямалла. Мĕнпур ĕçе çын таса, тирпейлĕ, тĕрлĕрен наркăмăшлă япаласемпе, çÿп-çаппа вараланман тавралăхра кăна çирĕп сывлăхлă пулма пултарнине шута илсе йĕркелесе пымалла.

Юлашкинчен çакна палăртса хăвармалла. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни уйрăм çыншăн та, пĕтĕм обществăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Н.В.Федоров Президент çакна хăй кăçал республикăн Патшалăх Канашне янă Çырура та палăртрĕ. Президент ку тĕлĕшпе кăларса тăратнă задачăсене пурнăçласа пыни çынсен пурнăç пахалăхне çÿллĕрех шая çĕклеме май парĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
29 апреля 2004
00:00
Поделиться
;