Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ольга Макарован ĕçĕ лайăххисен шутĕнче

Иртнĕ эрнекун Шупашкарта Раççей ООН-а кĕни 50 çул çитнине халалласа çамрăксем хушшинче “Эпĕ ЮНЕСКО пирки мĕн пĕлетĕп” ятпа ирттернĕ пĕтĕм Раççейри конкурса пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Конкурсантсен шутĕнче, пĕтĕмпе 1500 ытла çын, шкул ачисем, студентсем, çамрăк ученăйсем пулнă.

Унта хутшăнса Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче 22-мĕш ушкăнра вĕренекен Ольга Макарован ĕçĕ чи лайăх 50 ĕç шутне кĕме пултарнă. Уйрăмах палăрнисене РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Дипломне панă. Тарăн та тĕплĕ хуравсемшĕн çак йышри вунпилĕк çамрăк тата уйрăм парнесене те тивĕçнĕ. О.Макарована РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов магнитофон парса чысланă. Конкурса хутшăнма вĕренекене наука руководителĕ А.С.Матвеев, Е.Е.Селенине мастер тата Е.Н.Приезжева библиотекарь пулăшнă.

Олякил-çурт хуçи хĕрарăмĕ пулма вĕренет. Обществăлла ĕçсенче те хастар. Нумаях пулмасть вăл “Профтенвĕренÿре чи лайăххи” конкурсра ултă чи лайăх вĕренекен шутне кĕнĕ, халĕ финалти тупăшăва хатĕрленет.


"Çĕнтерÿ çуле"
29 апреля 2004
00:00
Поделиться
;