Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăхтаса тăма вăхăт çук

Çĕр çыннишĕн çулталăкри чи пысăк экзамен пуçланчĕ: хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ. Апрелĕн 26-мĕшне минераллă удобренисемпе кĕр тыррисен калчисене 100 гектар (пĕтĕм лаптăкăн 8,9 проценчĕ), нумай çул ÿсекен курăксене 140 гектар (1,5 процент) апатлантарнă. Нÿрĕк тытса юлма кĕр тыррисене 100 гектар (8,9 процент), нумай çул ÿсекен курăксене 615 гектар (6,6 процент) сÿреленĕ. Кĕрхи çĕртме тунă лаптăксене 965 гектар сÿреленĕ, 475 гектар культивациленĕ. Тĕштырăсен вăрлăхне 5050 центнер (25,5 процент) имçамланă, çĕрулми вăрлăхне 39940 центнер (80,8 процент) симĕсленсе калчаланма хунă. Çуртрисене 255 гектар акнă.

 Анчах та çурхи уй-хир ĕçĕсен хăвăртлăхĕ халлĕхе пĕчĕк, чылай хуçалăхсенче агрегатсене уя илсе тухма тăхтаса тăраççĕ. Акă, кĕр тыррисене пĕлтĕр 1119 гектар акнă. Тĕрĕслесе пăхнă тăрăх калчасем лайăхах хĕл каçнă, çак уйăх варринчи сивĕсем те вĕсене пысăк сиен кÿмен. Анчах та вун пилĕк хуçалăхран хурăнсур-çармăссем кăна калчасене 100 гектар апатлантарнă, аçăмçырмисем çавăн чухлех, е пĕтĕм лаптăк çинче, сÿреленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене хурăнсур-çармăссем 120 гектар, мăн-явăшсем çирĕм гектар апатлантарнă, 28 хуçалăхран 12-шĕнче кăна сÿрелеме тухнă. “Искра”, “Юнтапа”, Коротков ячĕллĕ, “Победа”, “Свет”, “Хорнзор” хуçалăхсем çеç çĕртме пуссисене культивацилеççĕ, аçăмçырмисемпе ярмушкасем, кушар-юнтапасемпе кульцавсем, калининăсемпе малтикас-ялтăрасем, хирпуçсемпе çавалкассем, çĕрпелсемпе хăмăшсем, хурăнсур-çармăссемпе санарпуçсем сÿрелеççĕ. Енĕшсемпе кив-мĕлĕшсем халĕ те çĕрулми вăрлăхне суйласа  яровизацилеме хуман. Çуртрисене вара пурĕ те тăватă хуçалăх кăна, аçăмçырмисемпе хирпуçсем тата çавалкассемпе хурăнсур-çармăссем, акма пуçланă. Ку тĕлĕшпе аçăмçырмисем пĕтĕм районшăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсем çуртрисене 100 гектар, е пĕтĕм лаптăкăн 25 проценчĕ çине, акнă. Çавалкассен ку кăтартусем 100 гектар (18 процент), хурăнсур-çармăссен 40 (15), хирпуçсен 15 гектар (2 процент).

Çурхи уй-хир ĕçĕсем кунран-кун сарăлса пыраçĕ пулин те кăçал вĕсен хăвăртлăхĕ иртнĕ çулхинчен чылай пĕчĕкрех. 2003 çулта апрелĕн 24-мĕшне тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 565 гектар (кăçал 255) акнă, кĕр тыррисен калчисене 330 гектар (100), нумай çул ÿсекен курăксене 585 гектар (140) апатлантарнă, çĕртме пуссине 1051 гектар (475) культивациленĕ, 2000 гектар (965) сÿреленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене пĕлтĕр 2500 гектар сÿреленĕ пулнă. Кăçал вара 615 гектар çеç.

Хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсен хăвăртлăхĕ пĕчĕк пулнине юлашки вăхăтра сивĕ çанталăк тăнипе, çавна май çĕр пулса çитменнипе ăнлантарма пăхаççĕ. Анчах та сăртлă вырăнсенче, хĕвел питтинче çĕр хăвăрт типет, хытать. Çитменнине тата пĕлтĕр кĕркунне кĕрхи çĕртме сахал туса хăварнă пирки кăçал çурхи уй-хир ĕçĕсен калăпăшĕ 15 процента яхăн ÿснине те манмалла мар. Апла кăçал çуракинче пахалăхпа пĕрлех хăвăртлăх пĕрремĕш вырăна тухать. “Çурхи кун çулталăк тăрантарать”,- тенине асрах тытасчĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
29 апреля 2004
00:00
Поделиться
;