Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çавалкас тăрăхĕнче

Пĕчĕк бизнеса – анлă çул

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура пĕчĕк предпринимательствăна малалла аталантарса пымалли çинчен каланă.

Çавалкас ял администрацийĕ, хăйĕн территорийĕнчи ялсенче пĕчĕк бизнеса анлă çул парас тесе, халăхăн нумай енлĕ ыйтăвĕсене тивĕçтерекен цехсемпе хушма хуçалăхсем уçма, çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса пама, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыма тĕллев тытнă.

Тĕллев пурнăçа кĕрсе пыни савăнтарать. Акă, пĕр тĕслĕх. Ĕлĕкрех ялйыш хăйне кăмăла каякан таварсене туянма аякка тухса çÿренĕ. Çынсем çул укçишĕн тăкакланнă, вăхăта нумай сая янă. Çак çитменлĕхе пĕтерес тесе, Çавалкасри Е.Кустина предприниматель хăй вăйĕпе “Елена”, Сăкăтри В.Смирнов “Умка” магазинсем уçнă. Халĕ вĕсем халăха апат-çимĕç, промышленность тата хуçалăх таварĕсемпе туллин тивĕçтерсе тăраççĕ.

- Пĕчĕк предпринимательство экономика аталанăвĕн тĕп никĕсĕ пулса тăрать. Вăл ăна ÿсме, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме, ресурссене пĕлсе пайлама пулăшать, халăхăн анлă сийĕсен пурнăç шайне ÿстерме условисем туса парать. Эпир малашне вырăнти чĕртаварсемпе анлăрах усă курма, пĕчĕк цехсемпе хушма хуçалăхсем ытларах уçма шутлатпăр, - терĕ вырăнти самоуправлени пуçлăхĕ П.Краснов.

 

Çĕнтерÿ кунне хатĕрленсе

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çывхарса килет. Вăрçăн тискер алли пырса шаккаман çурт е çемье Çавалкас тăрăхĕнче çук та пулĕ. Пĕрисем фронтра пуçĕсене хунă, теприсем, яла сусăрланса таврăннисем, çут тĕнчерен хăвăрт уйăрăлнă, виççĕмĕшĕсем халĕ те нуша курса пурăнаççĕ. Вĕсем çулсерен чакса пыраççĕ. Çĕнтерÿшĕн тылра выçăллă-тутăллă, талăкĕ-талăкĕпе куç хупмасăр тар юхтарса ĕçленисем те чыс-хисепе тивĕçлĕ. Çавăнпа Çĕнтерÿ уявне ялти халăх чыслăн кĕтсе илме хатĕрленет.

Çавалкас тăрăхĕнче вăрçă ветеранĕсем пиллĕкĕн тăрса юлнă. Вырăнти самоуправлени вĕсене тата тылра ĕçленисене яланах пулăшу парса тăрать. Юлашки вăхăтра вĕсене газ кĕртме, вутă-шанкă, строительство материалĕсем туянма пулăшнă.

Çĕнтерÿ уявĕ умĕн хуçалăхпа администраци ертÿçисем, культурăпа вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем вăрçă ветеранĕсемпе тĕлпулусем ирттерме, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалласа лартнă палăксене юсаса тирпей-илем кĕртме палăртнă.

 

Хĕсметре тăрасси хисеплĕ

Çар службинче тăрасси - кашни каччăн яваплă та хисеплĕ тивĕçĕ. Туçи Мăратри вăтам шкулти педагогсем ăслă, çирĕп сывлăхлă, Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем тăвассишĕн нумай вăй хураççĕ. Ахальтен мар ку тăрăхри каччăсем хĕсметре тăнă чухне служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Çакна шкул ячĕпе çар чаçĕсенчен килекен тав çырăвĕсенчен те лайăх туйса илетĕн.

Кĕçех каччăсене çуркуннехи тапхăрпа çар службине илме тытăнаççĕ. Ку тăрăхри ялсенчен 6 çамрăк хĕсметне каймалла. Вĕсене пĕтĕм ялйыш Тăван çĕршыв хуралĕнче сыхă тăма ырлăх-сывлăх сунса чаплă лару-тăрура ăсатса яма хатĕрленет.

 

Тавралăха - тирпей-илем

Çавалкас тата Сăкăт тăрăхĕнчи çĕрсем тÿрем мар, çырма-çатраллă, тăвайкиллĕ. Вĕсем шурлăхсемпе, пĕчĕк вăрмансемпе хупăрланса тăраççĕ, юхан шывсемпе чикĕленеççĕ.

Кунти халăх мĕн авалтан тăван тавралăха чăрсăр шыв ишĕлтерсе пырассинчен сыхă тăнă, çутçанталăк саккунĕсене пăхăнса пурăннă, уйсене эрозирен çине тăрса сипленĕ, йăшса тăракан шырлансене çатансем тытса картланă.

Ырă йăла халĕ те манăçа тухмасть. Çавалкас ялĕ варрипе юхса выртакан Илеперĕн икĕ енĕпе йăмрасемпе хăвасем ешерсе ÿсеççĕ. Туçи Мăратпа Çавалкас хушшинчи плотинана шыв-шур çĕмĕрсе каясран асăрхасах тăраççĕ.

Ял администрацийĕ, тавралăх илемне упрас тесе, çуркуннехи тапхăрта урамсене çÿп-çапран тасатма, çуртсем умĕнчи вутă-шанкăна пуçтарса хума кашни кил хуçине уйрăм хушусем парса тухнă.

- Тирпейлĕх, тасалăх чир-чĕрпе кĕрешме пулăшать, пушар тухас хăрушлăха сирсе ярать. Кунсăр пуçне ял культурине те çÿллĕ шая çĕклеме май парать. Таврара илемлĕх пулсан, пурнăç çине урăх куçпа пăхма пуçлатăн, - палăртать ял администрацийĕн пуçлăхĕ П.Краснов.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2004
00:00
Поделиться
;