Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çурхи Ырăлăх Эрни

Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта “Çурхи Ырăлăх Эрни” акцие халалласа уçă уроксем иртрĕç. Калаçу вĕсенче, паллах, ырă ĕçсем тăвасси тавра пычĕ. Ачасем шкул территорине тирпей-илем кĕртессипе те тăрăшса ĕçлерĕç. Çÿп-çапа, хăрăк туратсене шăлса пуçтарнă хыççăн тавралăх та илемленсе çуталчĕ.

Пăваялĕнчи ачасем, ял администрацийĕн специалисчĕ А.Ф.Пескова ертсе пынипе, ял хушшине тирпейлессипе тимлерĕç. Вуншар çул тасатман çырма-çатрари çÿп-çапа пуçтарса çунтарчĕç, садри йывăçсене хăрăк туратсенчен иртрĕç.

Ял администрацийĕн пуçлăхĕ И.А.Федоров пуçарнипе йывăç лартас ĕç те хĕрÿ пычĕ. Пĕремĕш кунне ачасем стадион тавра 1500 тĕм хурăн лартса хăварчĕç. “Юрату сăмсахĕ” пулакан вырăна (ку та Иван Александровичăн пуçарăвĕ) 1500 тĕм чăрăш лартрĕç. Вăхăт иртнĕçем симĕс чăрăшлăх, хĕп-хĕрлĕ пилеш йывăççисем, шăнкăр-шăнкăр çăлкуç юрри çамрăксене илĕртĕç.

Культура ĕçченĕсем те сăваплă ĕçе хутшăнчĕç. Р.И.Данилова администратор пуçарнипе пĕччен пурăнакан ватăсем патĕнче пулчĕç.

Ырăлăх Эрни вĕçленчĕ, ырă туйăмсене вара ĕмĕрлĕх упраса хăварасчĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2004
00:00
Поделиться
;