Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хими элеменчĕсен парадĕнче

Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче нумай çул ĕçлесе пысăк хисепе тивĕçнĕ преподавательсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Елена Артемьевна Михайлова. Вĕрентÿ ĕçне чунтан парăннăскер, паянхи пурнăç уттипе тан пыма тăрăшать, хăй вĕрентекен хими предметне умри тĕллевсемпе тачă çыхăнтарать. Кашни вĕренекен урокра пуçпа шутлатăр, çав ăспа кайран пурнăçра усă куртăр – акă мĕнле тĕллевпе ирттерет кашни занятине педагогикăри çĕнĕлĕхсене тишкерме юратакан преподаватель.

Ачасене пĕлÿ парас ĕçре вăл 28 çул ĕçлет, хăйĕн ĕçне чунтан юратать. Ĕçтешĕсен, вĕренекенĕсен хисепĕнче вăл.

Елена Артемьевнан ырă ĕçĕсене каласа та пĕтерес çук, анчах вĕсем пурте ачасене тарăнрах пĕлÿ парассипе, вĕсене пурнăçра тĕрĕс çулпа пурăнма вĕрентессипе çыхăннă. Хăйĕн ĕçĕпе паллаштарса кашни çулах уçă уроксем ирттерет, преподавательсемпе мастерсем хушшинче докладсем тăвать.

Ырă вăрă ырă çимĕç парать тенешкел Е.Михайлован вĕренекенĕсем те (11-мĕш ушкăн ачисем) çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ. Вĕсем вĕренÿре ĕлкĕрсе пырас енĕпе яланах малти ретре.

Хăйĕн ушкăн ачисемпе Елена Артемьевна тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем ирттерет. “Экологи”, “хими тата экологи”, “тăван тавралăха сыхласси”, “экологипе сывă пурнăç йĕрки” наукăпа практика конференцийĕсене пурте хутшăнаççĕ, тĕпчевсем ирттереççĕ.

Нумаях пулмасть, акă, пултаруллă педагог тăрăшнипе 11-мĕш ушкăнра вĕренекенсем Д.И.Менделеевăн хими элеменчĕсен таблици тăрăх вăйă-çулçурев йĕркеленĕ. Вăл “хими элеменчĕсен парачĕ” ятпа иртнĕ. Хĕрсем çул çÿреве тухма кашниех хăйне валли ятарлă пуç кăшăлĕ хатĕрленĕ, ун çине хими элеменчĕн законне çырса хунă.

Интереслĕ мероприятине директор çумĕсем Н.В.Бизяевапа Т.Г.Ванина, А.А.Иванова методист, мастерсемпе ытти преподавательсем те хутшăннă. Пĕрремĕш курс студентки Оксана Михайлова çул çÿреве илсе кайни пурне те килĕшнĕ. А.Панькова, Р.Николаева, И.Николаева, Н.Иванова, О.Степанова, Л.Герасимова, М.Николаева кашни группăри элементсемпе паллаштарса тĕрлĕ сăвăсем вуласа панă. Вĕсене хĕрачасем хăйсемех Е.Михайлова пулăшнипе, çырнă. Т.Зайкован, О.Михайлован, И.Арсентьеван хими наукин вăрттăнлăхĕсене уçса паракан хайлавĕсем те тĕлĕнмелле пахалăхлă пулса тухнă.

Çул çÿревĕн иккĕмĕш пайĕнче вĕренекенсем тĕрлĕ опытсем кăтартнă. Курма килнисем “хими элеменчĕсен парачĕпе” кăмăллă юлнă, вĕренекенсене, Е.А.Михайлова класс ертÿçипе В.И.Панькова мастера тав тунă.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2004
00:00
Поделиться
;