Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ыркăмăллăх эрни

Иртнĕ эрне Ыркăмăллăх Эрнипе палăрса юлчĕ. Çакна кашни хăйне май ăнланса тĕрлĕ ырă ĕçсем тума васкарĕ. Пăртасри Урожайнăй урамра пурăнакансем калаçса татăлнă пекех килĕ-çурчĕсем умне тирпейлерĕç, урама хĕл каçиччен пуçтарăннă çÿп-çапран тасатрĕç. Пĕве хĕррине тĕрлĕ йывăçсем лартрĕç, выльăх-чĕрлĕх кăшласран карта тытса çавăрчĕç. Çак ĕçре уйрăмах Леонид Никифоров, Анатолий Кузнецов, Александр Семенов, Валентин Михайлов, Николай Федоров тата Геннадий Германов хастар пулчĕç. Вĕсене курса ыттисем те çак ĕçе малалла тăссан пирĕн тавралăх тата илемлĕрех, тасарах пулĕччĕ.

Шкул ачисем те аслисенчен тăрса юласшăн мар. Çарăклă шкулĕнче çав эрнере мĕн-мĕн туса ирттермеллине малтанах палăртса хунă: ялти ватă çынсемпе сусăррисене пулăшасси, кĕнекесем пуçтарасси, шкул территорине тирпей-илем кÿресси тата ытти те. Эрне вĕçĕнче вара Ыркăмăллăх Эрнин ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç. Пуçламăш классем шкул библиотекине валли сахал мар кĕнеке пуçтарнă. Шкулти библиотекарь А.Спиридонова ачасене пĕтĕм кăмăлтан тав тунă. Пиллĕкмĕш классем ялти Шура аппана пулăшнă. Аслăрах класрисем шкул территорине çÿп-çапран тасатнă. Юлашки кунĕнче ĕçе пĕтĕмлетнĕ хыççăн ачасем пысăк концерт кăтартнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2004
00:00
Поделиться
;