Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнтерÿ паркĕ уçнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине кĕтсе илнĕ май вăрçă паттăрĕсене сума суса Уравăш ялĕнче Çĕнтерÿ паркĕ уçнă.

Ял çыннисем, шкул ачисем парк тулмалли вырăна маларах - вăл ял администрацийĕпе магазин варринче вырнаçнă - юпасем тытса çаврăннă. Питомникран 300 кăкă чăрăш тата пилеш, вăрмантан хурăн хунавĕсем илсе килсе лартса хăварнă.

Аслă Çĕнтерÿ уявĕнче истори пĕлтерĕшлĕ парка официаллă майпа уçнă, хĕрлĕ хăйăва вăрçă участникĕ, пĕрремĕш ушкăнри инвалид Федосия Андреевна Кудрявцева касса татнă. Митинга пынă ветерансем çапăçу хирĕнчен таврăнайманнисене, мирлĕ вăхăтра вăрçă суранĕсене пула çĕре кĕнисене асăнса хăйсен ятĕнчен чăрăшсем лартнă.

Çĕнтерĕве çывхартма пурнăçĕсене шеллемен ватă çынсене шкул ачисем сăвă-юрăпа савăнтарнă, асăнмалăх пĕрле сăнÿкерттернĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 мая 2004
00:00
Поделиться
;