Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хисеплĕ ята тивĕçрĕ

Районти тавра пĕлÿçĕсем гуманитари институчĕн фольклор пайĕн пуçлăхĕпе, филологи наукисен кандидачĕпе Виталий Петрович Станьялпа тĕл пулчĕç. Вăл республикăри тавра пĕлÿçĕсен ертÿçи.

В.П.Станьял малтанах тавра пĕлÿçĕсем умĕнчи задачăсем çинчен каларĕ, вĕсене пурнăçлама вĕрентекенсемпе шкул ачисене явăçтарасси çинчен калаçрĕç.

Районта паянхи кун тĕлне виçĕ хисеплĕ тавра пĕлÿçĕччĕ. Эпĕ ку яла 1998 çултах илме тивĕç пулнăччĕ. Иртнĕ çул Хурăнсурти Василий Иванович Маркова “Хурăнсур утăмĕсем” кĕнекене ытти тĕпчевсемшĕн хамăр рете илнĕччĕ. Асăннă кĕнекене вăл Амвросий Илларионович Овчинниковпа пĕрле çырнă.

Иван Константинович Иванов нумай çул Çĕрпелти библиотека заведующийĕнче вăй хунă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ята илме тивĕç пулнă. Ĕçленĕ хушăрах ял историне тĕпченĕ, çынсен пурнăçĕпе интересленнĕ. Хăйĕн тĕпчевĕсене пĕтĕмлетсе “Библиотека - ял пурнăçĕн тĕкĕрĕ” ятлă кĕнеке пичетлерĕ. Ăна та çакăншăн пĕлтĕр тавра пĕлÿçĕ ята пачĕç.

Районти чи пултаруллă тĕпчевçĕсенчен пĕр вăл - Мăн Явăшра пурăнакан Владимир Иванович Толстов учитель-пенсионер. Вăл виçĕ кĕнеке авторĕ, халĕ тăваттăмĕш кĕнеке хатĕрлесе çитернĕ. Ăна вăл “Сарлака ман тăван çĕршывăм” ятпа çитес вăхăтрах çутта кăларма ĕмĕтленет.

Канашлура В.И.Толстова тавра пĕлÿçĕ ята тивĕçнине пĕлтерсе çĕнĕ удостоверение В.П.Станьял пачĕ, тухăçлăрах ĕçлеме вăй-хал сунчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 мая 2004
00:00
Поделиться
;