Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Васкамалла, васкамалла татах васкамалла

Сисмерĕмĕр те, май уявĕсем шавласа иртсе кайрĕç. Çĕр çынни вара уявсенче те канăçа пĕлмерĕ, лайăх çанталăк тăнипе усă курса ял хуçалăх культурисене акса-лартассипе тăрăшрĕ. Кăçал çураки пĕлтĕрхинчен пысăкрах хăвăртлăхпа пырать. Май уйăхĕн 11-мĕшне çуртрисене планпа пăхнă 14521 гектартан 11.290çшне, е 77 процент, акнă. Пĕлтĕр майăн 12-мĕшне ку кăтартусем 6798 гектар тата 54,1 процент пулнă. Анчах та иртнĕ çул çу уйăхĕн пуçламăшĕнче сивĕ çанталăк пулчĕ, кашни кун тенĕ пекех çумăр çурĕ. Кăçал вара уяр та типĕ, ăшă çанталăк тăрать. Çапла çур акине татах хăвăртлатма майсем пур. Çуртрисене “Искра”, “Янгорчино”, “Урожайное нива”, “Санар” хуçалăхсем акса пĕтернĕ. Хурăнсур-çармăссем 265 гектар вырăнне 340 гектар акнă. “Гвардеец”, “Новый путь”, “Победа”, Карл Маркс ячĕллĕ, “Броневик”, “Знамя” хуçалăхсем, ял хуçалăх техникумĕ, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ 90 процентран ирттернĕ. Çав хушăрах енĕшсем пĕр гектар та акман. “Маяк”, “Янсарино”, “Агро-инвест”, “Мир” хуçалăхсенче тата ытти хăшпĕр хуçалăхсенче çурринчен сахалрах акнă.

Çĕрулми лартма 30 хуçалăхран 13-шĕнче тытăннă. Хирпуçсем “иккĕмĕш çăкăра” 50 гектар, е планпа пăхнă пĕтĕм лаптăк çинче лартса хăварнă. “Родник”, “искра”, МТС “Яуши”, “Гвардеец”, К.Маркс ячĕллĕ, “Янгорчино”, “Хорнзор”, “санар” хуçалăхсем çурри е ытларах лартнă.

Уяр та типĕ çанталăкра тăпра хăпăрт типет. Çавна май ял хуçалăх культурисене кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа акса-лартса хăварсан кăна пысăк тухăç илме пулать. Çурхи кун çулталăк тăрантарать.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 мая 2004
00:00
Поделиться
;