Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çу çитрĕ - лагерь ĕçлемест

Ачасен çуллахи канăвне вара йĕркелемелле. Çак тата ытти çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç ытларикун район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕнче.

Ачасен çуллахи ĕçпе канăвне мĕнле йĕркелеме палăртни çинчен район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Людмила Никифорова каласа кăтартрĕ. Кăçал ку ĕç “Ласточка” лагере хута ярайманран тата йывăрланать. Вĕренекенсем шкул çумĕнче йĕркеленĕ лагерьсенче ĕçлесе канĕç. Вĕсене кăнтăрла апат çитерĕç. çапла майпа 2 пине яхăн ача канĕ, сывлăха çирĕплетĕ. Ыттисен вара ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле тимлемелле.

“Ласточка” мĕншĕн уçăлайманнине хаçатра çырнăччĕ. Панкрута тухнă ПОЖКХ-ан арбитражлă ертÿçисем ăна юсамаççĕ, хăвăртрах сутса ярса укçа-тенкĕллĕ пулассишĕн çеç çунаççĕ. Районта пурăнакансемпе ачасен нуши, хуйхи-суйхи вĕсене интереслентермест.

Поселока, ялсене тирпей илем кĕртес, кил-çурт, административлă çуртсем тавра йĕрке тăвас тĕлĕшпе районта мĕнле тимленине республикăри шалти ĕçсен пайĕ тĕрĕсленĕ. Пысăк çитменлĕхсем тупса палăртнă вăл. Ун хыççăн тем вăхăт иртсен ял администрацийĕсене районти комисси çитсе курнă. Тасалăхшăн куллен тимлеме мар, пĕрремĕш тĕрĕслев хыççăн нимĕн те туман. Ваттисен сăмахĕсемпе каласан, пĕр çÿпĕ те вырăнтан куçман. Малти Ишек, Мăн Явăш, Пăртас, Калинино, Тăвальушкăнь Ялтăра, Çĕрпел, Вăрман Кипек тата ытти хăшпĕр ял, Вăрнар поселок администрацийĕсенче республикăра ирттернĕ “Тасалăх” операцие шута та илмен, нимĕнех те туман. Урамсем вут-шанкăпа, строительство материалĕсемпе тулса ларнă, тĕрлĕ ăпăр-тапăр сапаланса выртать, çÿп-çапа килсенчен урама тухса тăкаççĕ.

Мăн Турхан администрацине кĕрекен ялсенче мăян та хытхура, ытти çумкурăк çуллен ашкăрса ÿсет, тепĕр çĕрте вĕсем ăшĕнче çын та курăнмасть. Тăвальушкăнь Ялтăрара ял администрацийĕ çурчĕ тавра хупах, вĕлтрен ÿснине те асăрхамаççĕ. Вăрнарти йĕркесĕрлĕхсем çинчен уйрăм роман çырма пулать. Нумай хутлă çуртсенче пурăнакансем çÿп-çапа контейнерсене тухса тăкма та ÿркенеççĕ. Севернăй тăкăрлăкри тăваттăмĕш, иккĕмĕш çуртсенчен чÿречеренех çĕрелле вăркăнтараççĕ. Теприсем вара  çÿп-çапа ăçта килчĕ унта пăрахаççĕ. Подъездсенче Напалеон вăрçăпа кĕрсе тухса кайнă хыççăнхи пекех. Стенасем çине темтепĕр чĕркелесе е çунтарса çырса тултарнă, ăшă системине хĕлле шăнса ларсан çулăмпа ăшăтнăран хуралнă стенасемпе пăрăхсене темиçе çул сăрламан, тасатман тата ытти те. Кÿлхĕрринче карта-хуралтă ишĕлнĕ, ÿсĕрсемпе çамрăксем çĕмĕрсе пĕтернĕ.

Тата чылай йĕркесĕрлĕхсене асăнчĕç коллеги ларăвĕнче. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем ку тĕлĕшпе халăхпа ĕçлеменнине палăртрĕç. Çÿлерех асăннă ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене выговор пачĕç. Тепĕр уйăхран ку ыйту патне каллех таврăнĕç. Тасалăхпа йĕркелĕхшĕн санитарипе эпидемиологи службин те çивĕчрех, шăллăрах пулмаллине йышăнура çирĕплетрĕç.

Республика Президенчĕ ялсене газификацилессине кăçал вĕçлеме палăртса Указ кăларнăччĕ. Вăл районта мĕнле пурнăçланнине пăхса тухрĕç коллеги членĕсем. Пĕтĕмĕшле лару-тăрупа район администрацийĕн капиталлă строительство пайĕн пуçлăхĕ В.Ильин паллаштарчĕ.

Тăватă уйăхра 8 километр та 700 метр пăрăх хывнă. Шуркасси, Кăмпал, Уйкас Ялтăра, Малтикас ялĕсене апрель уйăхĕнчех газ çитмеллеччĕ. “Уют” общество васкаманран палăртни пурнăçланман. Общество пуçлăхĕ Г.Степанов ăнлантарнă тăрăх, Чăрăш Ишекре пăрăха шыв лекнĕрен ĕç чарăнса ларнă. Кăмпал, Малтикас Ялтăра ялĕсене газ çитнĕ, документсене хатĕрлесе çитерейменрен халăх çутçанталăк ырлăхĕпе усă кураймасть. Коллеги членĕсем газификаци ĕçĕсене çуллахи уйăхсенче пĕтĕмпех вĕçлемеллине палăртрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 мая 2004
00:00
Поделиться
;