Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Дачăна - автобуспа

Ытти çулсенче поселок çыннисем катара вырнаçнă “Заря” коллективлă сада автобуспа пĕр чăрмавсăр çитетчĕç. Анчах та çак маршрут хăйĕн тăкакĕсене саплаштарайманран кăçал ăна уçма тăхтаса тăнă. Вăрнарта пурăнакансем çакăншăн кăмăлсăр юлнă, паллах. Виçĕмкун çак ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн П.Ивановăн пÿлĕмĕнче канашлу иртрĕ. Канашри ПАТП-ăн Вăрнарти пайĕн пуçлăхĕ И.Пивень пĕлтернĕ тăрăх автобус районне çитес тунтикунтан уçасшăн. Анчах ку маршрутсем çинче нимĕнле çăмăллăхсем те пулмаççĕ. Çакă, паллах, ветерансен “кăсъине” палăрмаллах пырса çапать. Билет хакĕ пĕр еннелле пуриншĕн те пĕр тан - тăватă тенкĕ. Çавăн пекех канашри автотранспорт предприятин ĕçченĕсем вунă кун автобуссене çÿретни хăй хакне кăларни-кăларманнине тĕрĕслĕç, енчен те çакă тăкаклă пулсан, ăна çийĕнчех çÿреме чарĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 мая 2004
00:00
Поделиться
;