Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Харпăр хăйне кăна ÿпкелемелле

Паян çуллахи Микун. Ватă çынсем Микун хыççăн тырă акма хушман. Вырса кĕртмелле пуличчен пиçсе ĕлкĕреймест, тенĕ. Май уйăхĕн 20-мĕшне тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 14521,5 гектартан 14.023-шĕ çинче акса хăварнă. Çуракине ултă хуçалăх вĕçлемен. Акмалли малти-ишексен 110 гектар (15 процент), вăрман-кипексен 100 (29), уйкас-кипексен 10 (6), енĕшсен 70 (35), туçи-çармăссен 160 (52), уравăшсен 320 гектар (71 процент) юлнă.

Кăçал тырă хакĕ чылай ÿсрĕ, 1 килограмшăн 3-4 тенкĕне çитрĕ. Çавна май çĕрпелсем тĕштырăсене планпа пăхнинчен 100 гектар (31 процент) ытларах акса хăварчĕç. Çавăн пекех çуртрисене ярмушкасем 50 гектар (7 процент), малтикас-ялтăрасем 30 (8), хурăнсур-çармăссем 75 (28), кив-мĕлĕшсем 20 (8), аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ 70 гектар (5 процент) ытларах акнă. Май уйăхĕн 19-мĕшĕнче вара Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров “Чăваш Республикин ял хуçалăх таварпа туса илекенсен продукцине вырнаçтармалли тата туянмалли тытăма лайăхлатас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” Указ йышăнчĕ. Унта “Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ” Хысна предприятине туса хурасси, çакăн валли ăна гарантиленĕ, тепĕр майлă каласан, малтанах палăртса хунă пысăк хакпа туянасси пирки асăннă. Çавна май тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене акса çитĕнтерни малашне хуçалăхсемшĕн тупăшлă отрасль пулса тăма пултарать.

Çĕрулмине 1335 гектартан 1073-шĕ çинче лартнă. “Самолет”, “Искра”, МТС “Яуши”, “Победа”, “Янсарино”, “Янгорчино”, “Хорнзор”, “Санар” хуçалăхсем, ял хуçалăх техникумĕ, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ çак ĕçе вĕçленĕ. Çав хушăрах “иккĕмĕш çăкăра” лартма пачах пуçăнман хуçалăхсем те пур. Кульцавсем, малтикас-ялтăрасем, енĕшсемпе вăрман-кипексем, уравăшсем май уйăхĕн 20-мĕшне 1 гектар та лартман.

Кăçал çуркунне çанталăк ял хуçалăх культурисене акса-лартса хăварма çĕр ĕçченĕсене лайăх майсем туса пачĕ. Иртнĕ çулхи пек çумăр çуса чăрмантармарĕ, ытларах уяр кунсем тăчĕç. Вăрлăх çителĕклĕ пулнă, çунтармалли-сĕрмелли япаласем, запас пайсем туянма патшалăх укçа кивçен парса пулăшнă. Апла хăшпĕр хуçалăхсенче тĕштырăсене акса пĕтерейменнишĕн, çĕрулми лартасси кая юлса пынишĕн вĕсен ертÿçисен хăйсене кăна ÿпкелемелле.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 мая 2004
00:00
Поделиться
;