Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Нурăссен пек тракторпа плуг районта урăх çук

Францире туса кăларнă çакнашкал плуг вара Чăваш енре те çукĕ Çĕнĕ техника Нурăсри 24-мĕш номерлĕ професси училищине ытларикун кăнтăрла иртсен çитрĕĕ Çак ятпа кунта вĕренекенсемпе вĕрентекенсемĔ çывăхра пурăнакансем пухăнчĕçĕ

Нурăса палăртнă вăхăта Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксемпе ĕçлекен министрĕ Галина ЧерноваĔ район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий КузьминĔ район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Людмила Никифорова çитрĕçĕ

Училищĕре вĕренекенсемпе ĕçлекенсемшĕн çеç марĔ район çыннисемшĕн пуриншĕн те пысăк уяв пулнине палăртрĕ çав кун Анатолий Ивановичĕ Чăнах ĕнтĕĔ 800 пин тенкĕ тăракан тракторĔ 400 пин тенкĕ ытла тăракан плугĔ каларăмăр ĕнтĕĔ ăна Францире туса кăларнăĔ района кашни кун килместĕ Тата вĕсем пĕтĕмпех Раççей Федерацийĕн бюджечĕ шучĕпе тивĕçнĕĕ Апла пулсанĔ савăнмалли те çукĔ тейĕ теприĕ Анчах çĕнĕ йышши техникăпа ĕçлемеĔ унпа усă курма вĕрентме пултаруллисене çеç шанаççĕĕ Çавна палăртрĕ те район пуçлăхĕ АĕКузьмин савăнăçлă пухăва уçнă майĕ

Вĕрентÿ тата çамрăксемпе ĕçлекен министр ГĕЧернова вĕрентÿ учрежденийĕсем уйăхсерен мĕнле те пулин çĕнĕ техникăпа е технологипе пуянланнине пĕлтерчĕĕ Нурăссем вара чăннипех мухтанма пултараççĕĔ Францире туса кăларнă 5 корпуслă плуг республикăра урăх çукĕ Вăл икĕ енлĕ çаврăнакан плугĕ Специалистсем ăнлантарнă тăрăхĔ вăл икĕ енĕпе те сухалама пултаратьĕ Ку вара ялхуçалăхĕнче тăкаксенеĔ уйрăмах топливăна уссăр çунтарассине чакаратьĕ Раççейре туса кăларнă çакнашкал агрегатсем пĕр-икĕ çултан ытла чăтаймаççĕ пулсанĔ ют çĕршывран килни 10 çултан кая мар чăтатьĕ

- Çĕнĕ кăткăс техникăпа ĕçлеме пултаруллăĔ вĕреннĕĔ ăслă çынсем кирлĕĔ- палăртрĕ министрĕ - Çавна май училищĕре унпа паллашсаĔ ăна производствăра тухăçлă тимлеттерме çамрăксене шанатпăрĕ КайранĔ хуçалăхсене çитсен вăл техника усăсăр ан лартăрĔ ыттисем пек пайăн-пайăн салатса пĕтермелле ан пултăр тесе тăрăшмалла сирĕнĕ

МТЗ трактора Белоруссире пуçтарнăĕ Нурăссене ăна машинăпа трактор завочĕн “Белпро” сервис центрĕ çитерсе пачĕĕ Вăлах техникăпа ĕçлеме вĕрентетĔ техника тĕлĕшĕнчен пăхса-асăрхаса тăратьĕ

- Çаксем пурте Чăваш Республикин Президенчĕн НĕФедоровăн яллă вырăнсенче предпринимательствăнаĔ вăтам тата пĕчĕк бизнеса аталантарас енĕпе кăларнă Указĕпе килĕшсе тăраççĕĔ- палăртрĕ малалла ГĕЧернова министрĕ - Паян пурăнма укçа-тенкĕ ĕçлесе илмеллеĔ аякран килсе парасса кĕтмелле марĕ Çĕрпе пĕлсе усă курмаллаĔ çĕнĕ техника вара çавна пурнăçлама пулăшĕĕ

Районта культурăпа тасалăха малти вырăна хунине асăрхарĕ Галина Петровнаĕ Çулсем айккипе йывăçсем ÿсеççĕĔ тасаĕ Апла пулсан вăрнарсем чунĕпе тасаĔ илемлĕĕ Хамăр пурăнакан вырăна тирпейлесси пирĕн тивĕçĕ Ăна тума укçа-тенкĕ те кирлĕ марĕ Культурăлăх кăна çÿллĕрех шайра пулмаллаĕ

Ялсен сăн-сăпачĕ улшăнса пыни те савăнтаратьĕ Газификаци ĕçне кăçал вĕçлемеллеĔ унтан кашни киле шыв çитермелли программа вăя кĕретĕ Ялсем патне асфальтлă çулсем пыраççĕ пулсанĔ урамсене йĕркене кĕртмеллеĕ Вĕсене вара чăваш çыннин ĕçчен аллисемсĕр пурнăçлама çукĕ Çамрăксен ял экономикине эффективлă аталантармаллаĕ Ку енĕпе вĕсене Президентпа Правительство çине тăрсах пулăшаççĕĕ Çурт-йĕр çавăрмаĔ киле газ кĕртмеĔ хваттер туянма тĕрлĕ йышши çăмăллăхлă кредитсем параççĕĕ Ялта пурăнаканăн пурнăç шайĕ хуларинчен кая пулмалла марĕ Хамăр чунриĔ ăшри культураĔ лайăхрахĔ тасарахĔ çÿллĕрех шайра пулма тивĕçĕ

Трактор завочĕн сервис центрĕн пуçлăхĕĔ училище директорĕ ВĕГорбуновĔ ДĕТимофеев вĕренекен тухса калаçрĕç савăнăçлă пухураĕ Министр директора çĕнĕ техникăн паспорчĕсемпе уççине пачĕĕ Унтан ачасем агрегата сырса илчĕçĕ Кашниех кабинăна кĕрсе ларса курасшăнĕ Унта аслăĔ çутăĔ меллĕĕ Ларкăчне кирлĕ пек вырнаçтарма пулатьĕ Руле икĕ енне - мала тата хыçала лартса ĕçлеме май пурĕ Техникăн хăш пайĕ е узелĕ ĕçлеме пăрахниĔ чăхăмлани тÿрех кабинăри пĕчĕк компьютер экранĕ çине тухатьĕ Плуг сарлака е ансăр сухалассинеĔ тарăнăшне тата ытти параметрĕсене кабинăран тухмасăрах майлаштарма май пурĕ

Нурăссем вара министра агрегата тухăçлă ĕçлеттерме вĕренме шантарса ăсатрĕçĕ



"Çĕнтерÿ çуле"
24 мая 2004
00:00
Поделиться
;