Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрăсене çулса илнĕ

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче Вăрнар райповĕн 5-мĕш магазинне такамсем  çаратса кайни çинчен пĕлтернĕччĕ. Шалти ĕçсен районти пайĕн сотрудникĕсем вăрăсен йĕрĕ çине хăвăртах тухнă, вĕсене виççĕмĕш куннех çулса илме пултарнă. Магазина иккĕн тустарнă: пĕри - вунулттăра, тепри - вунçиччĕре. Кĕçĕнреххи, А., Кольцовкăра пурăнать, унччен те ют пурлăха вăрласа çылăха кĕнĕ пулнă. Иккĕмĕшĕ, З., ĕçлеме тесе, çак яла Воронеж тăрăхĕнчен килнĕскер. Вĕсем хăйсен айăпне йышăннă. Анчах магазинран эрех таврашĕ вуçех илмен тесе çирĕплетеççĕ. Çамрăксем шоколад, печени, вафли, мăйăр, чăмламалли резина тата сигаретсем кăна çаклатса тухнă-мĕн.

Кольцовка йĕкĕтне арестленĕ. Каччăсен явап тытма лекет.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 мая 2004
00:00
Поделиться
;