Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ÿсĕм - тимлĕхпе тÿсĕмлĕхре

Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе кăçал пĕлтĕрхинчен лайăхрах ĕçлет. Иртнĕ ултă уйăхра ферма ĕçченĕсем усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 230,7 центнер сĕт, 30,2 центнер аш туса илчĕç. Дояркăсем кашни ĕнерен 1713 килограмм сĕт сурĕç. Паянхи сăвăм вăтамран 12 килограмран иртет.

Савăнтаракан кăтартусене тишкеретĕн те, тÿрех çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлекен дояркăсене, апат турттаракансене, хатĕр продукцие леçсе тăракансене аса илетĕн. Транспортерсем пăсăлман-и, апат турттаракансем ĕç вырăнĕнчех-и - вуншар ыйту канăç памасть Çавалкассинчи сĕт-çу фермин ертÿçине Захар Углова. Акă мĕн каласа пачĕ вăл:

- Мухтанса каламастăп, пирĕн йышра ĕçе ячĕшĕн килнисем çук, пурте продукци ытларах илес ĕмĕтпе вăй хураççĕ. Пĕрне ырласа, теприне хурлас теместĕп, анчах ĕçре мала тухнисене ятранах палăртса хăварас килет. Елизавета Григорьева, Елизавета Васильева, Ирина Григорьева, Светлана Алексеева дояркăсем кашни ĕнерен куллен 13-шер килограмм ытла сĕт суса илеççĕ. Сăвакан ĕнесен шучĕ 140 пуçа çитрĕ.

Захар Углов фермăри кашни кунхи ÿсĕме, çитменлĕхе çирĕп йĕрлесе, асăрхаса тăрать. Вăл, ир тăракан кайăк евĕр, витене дояркăсемпе пĕрлех çитет. Паянхи сăвăм ĕнерхинчен чакрĕ-тĕк, кĕтÿçсене хĕтĕртме тивет. Хăшĕсем ĕнесене япăх кĕтсе çÿренĕ-ха; Айăплисене тÿрех ура çине тăратма васкать ферма  ертÿçи.

- Юлхавлисем тупăнаççĕ-и; - кăсăкланса ыйтрăм, унăн хĕрÿллĕ кăмăлĕнчен тĕлĕнсе.

- Тупăнмасăр, алăри пÿрнесем те тан мар вĕт. Халлĕхе япăххисене асăнмăп, лайăххисене палăртасах килет. Иртнĕ эрнере, сăмахран, Виталий Кошкин, Юрий Прокопьев, Владимир Митрофанов пăхнă вăхăтра кунне пĕрер бидон сĕт хушăнса пычĕ. Сăлтавĕ - выльăхсене тапăрта сахал тăратнинче, лайăх курăк çинче илсе çÿренинче. Ĕçре пурте вĕсем пек чун-чĕререн тăрăшсан, паллах, ÿсĕм тума пулать. Ÿсĕм - тимлĕхпе тÿсĕмлĕхре тесе ахальтен каламан,- çынсен ĕçне тĕрĕс хаклама пĕлет ертÿçĕ.

Сăкăтри сĕт-çу ферминчи дояркăсем те кăçал иртнĕ çулхинчен ÿсĕмлĕрех ĕçлеççĕ. Кунти йыша С.Прокопьева ертсе пырать. Пултаруллă, сăпайлă, ĕçе лайăх йĕркелесе, ертсе пыма хăнăхнăскер, сĕт-çу фермине малтисен ретне тăратма пултарчĕ. Тамара Арсентьева, Ирина Мефодьева, Ирина Константинова, Мария Васильева дояркăсем хăйсене çирĕплетсе панă ĕнесенчен икĕ пиншер килограмм енне сĕт суса илме пултарчĕç.

Хуçалăхăн кирек-хăш ферминче те çирĕп йĕрке хуçаланать, вĕсенче ĕçлеме пултаруллă та çивĕч çынсене явăçтарни ÿсĕм тума пулăшать. Акă, çавалкассинчи пăру пăхакансемпе самăртакансенех илер. Вĕсен тăрăшулăхне пула хуçалăх аш-какай туса илессине пĕлтĕрхинчен чылай ÿстерчĕ, самăртма тăратнă ĕне-выльăхсен талăкри чĕрĕ виçи иртнĕ çулхинчен хăпарчĕ. Пĕчĕк пăрусене пăхнă çĕрте Галинăпа Владимир Анисимовсем тата  Галина Никифорова ĕçлеççĕ. Вĕсем 119 пăру пăхаççĕ. Çулталăка яхăн пăхнă хыççăн пăрусене çитĕннисен ушкăнне куçараççĕ. Кунта вĕсене Валентина Чернова, Николай Прокопьев, Геннадий Григорьев, Владимир Николаев пысăк виçене çитерсе параççĕ. Кăçал самăртса панă ĕне-выльăхсен вăтам виçи 400 килогрампа танлашрĕ, кулленхи ÿт хушаслăхĕ 520 грамран та иртрĕ.

Сăкăтри фермăра пĕчĕк пăрусене пăхнă çĕрте Людмила Александрова, Любовь Иванова, Любовь Арсентьева ырă ят çĕнсе илчĕç. Ĕне-выльăхсем самăртас енĕпе Галина Сильвестровăпа Татьяна Михайлова мала тухрĕç. Вĕсем самăртакан ушкăнри выльăхсем талăкра 600-шер грамм ÿт хушаççĕ. Геннадий Прокопьевпа Геннадий Арсентьев та çамрăк ĕнесене лайăх пăхаççĕ.

Ферма ĕçченĕсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме те кăмăллă. Пĕри те пĕр вырăнта тапăртатса тăма, паянхи çитĕнÿпе лăпланса ларма хăнăхман. Вĕсем малашне те хуçалăх экономикине аталантарма, выльăх-чĕрлĕх йышĕпе унăн продуктивлăхне ÿстерсе пыма çирĕп шантараççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 августа 2004
00:00
Поделиться
;