Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Комисси шкулсене йышăнать

Кашни çулах районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ, методистсем, патшалăхăн санитарипе эпидемиологи асăрхавĕн, пушар хуралĕн ĕçченĕсем районти шкулсем, ача сачĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнине тĕрĕслеççĕ, çитменлĕхсене палăртаççĕ. Ĕнер комисси ĕçе пуçăнчĕ. Тĕрĕслев ушкăнĕ Вăрман Кипекри, Енĕшри, Иртеменкассинчи, Туçи Çармăсри, Малти Ишекри шкулсенче тата Малти Ишекри ача садĕнче пулнă.

Сентябрĕн пĕрремĕшĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Пĕлÿ кунне таса, çутă, илемлетнĕ классенче кĕтсе илессишĕн çу кунĕсенче ачасем те, вĕрентекенсем те чылай тăрăшрĕç: пÿлĕмсене çуса тасатрĕç, сăрларĕç.

Кăçал вĕрентÿ учрежденийĕсене юсама пĕтĕмпе 2 миллион та 964 пин те 298 тенкĕ уйăрнă. Çав шутран ача сачĕсене юсама 130 пин, ача-пăча пултарулăх çуртне - 250 пин, шкулсене 2 миллион та 583444 пин тенкĕ кайнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 августа 2004
00:00
Поделиться
;