Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тавар туянакансем кăмăллă

Пĕр-пĕр япала туянас пулсан халĕ пирĕнтен чылайăшĕ малтанах иккĕленсе тăрать. Ара, хакĕсем, кашни кун тенĕ пекех ÿссе пыраççĕ-çке. Хăшĕ-пĕришĕн çакă нимĕнех те мар пулĕ-ха. Акă, июнĕн 24-мĕшĕнче Канашра Республика кунне паллă тунă чухне вăрманта татнă хурăн çырлине пĕр литр банкине 100 тенкĕпе черет тăрсах туяннă, теççĕ. Анчах эпир ун пек пултараймастпăр çав. Ĕçукçи хаксем хыççăн ниепле те ĕлкĕрсе пыраймасть. Укçине вара пасара тĕрлĕрен вĕтĕр-шакăр туянма каяс пулсан та кашнинчех ытларах та ытларах чиксе тухма тивет. Ирĕксĕрех йÿнĕрех сутмаççĕ-ши тесе шырама лекет. Иртнĕ эрнере çапла Вăрнарти тĕп рынокăн çурçĕр енче вырнаçнă “Надежный” магазина кĕрсе тăтăм. Хуçалăх таварĕсем сутаççĕ кунта. Пуринчен малтан таварсем ытти çĕртинчен чылай йÿнĕрех пулни куçа курăнса кайрĕ. Тĕслĕ кăтартакан “Рубин” телевизор, акă, 3.800 тенкĕ кăна тăрать (телевизор та сутаççĕ кунта). Ют çĕршывра туса кăларнă “Rolsen”, ытти пылесоссене 1300-1400 тенкĕпе туянма пулать. Кĕçнерникунхи пасара машинăсемпе килсе çитнĕ предпринимательсем вара çакăн пек пылесоссенех 1600-1650 тенкĕпе сутрĕç. Ытти таварсем те райпо магазинĕсенче тата уйрăм çынсем аякран килсе сутнипе танлаштарсан йÿнĕрех.

Магазин пысăк мар. Шалта çаврăнкалама тăвăртарах пулин те ассортимент питĕ пуян кунта. Çÿлерех асăннă телевизорпа пылесоссем, тырă вĕтетмелли машинăсем, пăта-шурупсем, кăмака плити-алăкĕсем, сад-пахчара япала турттармалли урапасем, кĕпе-йĕм çумалли порошоксем, супăньсемпе шăл тасатмалли пастăсем тата темĕн те пĕр туянма пулать. Кăçал районта ялсене çутçанталăк газĕ кĕртесси нихçанхинчен анлă сарăлчĕ. Кунта кил-çурта газ кĕртнĕ чухне кирлĕ пулакан япаласем йăлтах пур. Çук пулсан та кулянма кирлĕ мар. Сутуçăсене заказ парса хăваратăн та тепĕр икĕ-виçĕ кунтан хăвна кирлĕ япалана килсе илме пултаратăн.

Çынсем йышлăн кĕрсе тухаççĕ çĕнĕ магазина. Уйрăмах пасар кунĕнче нумай пулаççĕ вĕсем. Надя Ефимовапа Светлана Абрамова сутуçăсем тавар туянакансене яланах тарават. Пуринпе те ырă сунса калаçаççĕ вĕсем. Вăр-варскерсем, кирлĕ тавара хăвăртах тупса параççĕ. Çынсем вĕсен ĕçĕпе кăмăллă, тавар туяннă хыççăн магазинран тав туса тухса каяççĕ.

“Надежный” магазин хуçи - Н.Петров предприниматель. Ырă ĕç тăвать вăл çынсене таварпа ыттисенчен йÿнĕрех хакпа тивĕçтерсе. Районта пурăнакансенчен ытларахăшĕн ĕç укçийĕ тата пенсийĕ пĕчĕк пулнă чухне çакă питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 августа 2004
00:00
Поделиться
;