Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Атте-анне ăшши пулмасан

«Эпĕ Упнерте пурăнакан Вера Юрьевна Егорова тĕлĕшпе мерăсем йышăнма ыйтатăп. Унăн икĕ ача, 1999 тата 2002-мĕш çулсенче çуралнăскерсем. Путсĕр хĕрарăм пĕчĕк Димăпа Софьăна пачах пăхмасть, час-часах ĕçкĕпе иртĕхет, ывăлне ним сăлтавсăр хĕнет. Çулталăк пуçламăшĕнче вăл урăх арçынпа явăçса килтен тухса кайрĕ. Март уйăхĕнче ывăлăм, ачисене хĕрхенсе, вăл тăна кĕрессе шанса, ăна каялла йышăнчĕ. Анчах та юсанма шутламарĕ хĕрарăм, июнь уйăхĕнче каллехйĕп пек çухалчĕ. Ывăл мăнуксене ман пата килсе ячĕ. Халĕ вĕсем сатике çÿреççĕ. Эпĕ В.Егоровăна амăшĕн прависĕр хăварас ыйтăва татса пама ыйтатăп», - тенĕ поселокра пурăнакан Ольга Степанова Николаева районти опекăпа попечительство органĕ ячĕпе çырнă ыйтура. Кинĕ çинчен çапла çырать вăл. Тарăхăвĕ тулса çитнĕ ĕнтĕ унăн.

Çакăн евĕр çырусем прокурор патне те чылай килеççĕ. Ачисене пăхман, тивĕçлĕ воспитани парасси пирки шутламан хĕрарăмсем кашни ял администрацийĕнче тенĕ пекех пур. Эпшĕкри Елена Викторовна Сергеевана, сăмахран, 4-5 çул каялла çакăншăн суд та тунă, анчах вăл малашне ачисене пăхатăп тесе шантарнине пула, çирĕп асăрхаттарнипех çырлахнă пулнă. Кашкăр вăрманаллах пăхать тенĕн, Е.Сергеева та пĕр хăнăхнă çулран пăрăнас темен: кунĕн-çĕрĕн ĕçкĕпе иртĕхнĕ, кунсерен тĕрлĕ арçыннăн вырăнне «ăшăтнă». Эпшике çак хĕрарăм темиçе çул каялла Шупашкартан килсе кĕнĕ, унпа пĕрле пĕр ултă çулсенчи хĕрача пулнă. Йышăннă «тăлăх» хĕрарăма ял-йыш, упăшки тĕрмере пулнăран хĕрхеннĕ. Аслăшшĕн çуртĕнче пурăнма тытăннă çакскресем. Те, ял çыннин шанăçне кĕрес тесе малтанласа Е.Сергеева хуçалăха ĕçлеме те çÿренĕ, анчах темиçе кунлăха кăна иккен. Кăшт вăхăт иртсен вăл, тин çеç кирпĕч шутласа таврăннă арçынпа çыхланнă, киле кĕртнĕ, унран умлă-хыçлă икĕ ача çуратнă. Анчах еркĕнĕ йĕркеллĕскер пулман çав, час-часах вĕлерессипе хăратнă. «Кукăр» алли час-часах çын япалине хапсăннă унăн, çавна пулах ăна тепĕр хут йĕплĕ пралук леш енне ăсатнă.

Юрать-ха аслашшĕ ачасене пăхать. 92 çул тултарнă ĕнтĕ вăл, хăйне те тимлĕх кирлĕ. Хĕрарăма çакă шутлаттарать-и; Эрни-эрнипе çухалса çÿрет вăл. Ял-йыш, пускилсем выçă ачисене хĕрхенсе çимелли параççĕ. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ Т.Алексеева миçе хутчен тăна кĕме ыйтман-ши ăна; Хĕрарăм хăнк та туман. Çавна пулах ĕнтĕ Тамара Ильинична Е.Сергеевăна пăрчăклама прокуратурăна заявлени çырса панă.

Юлашки вăхăтра ашшĕ-амăшĕ пур çĕртенех хÿтлĕхсĕр ÿсекен ачасен шучĕ çиçĕмле ÿссе пырать. Уйрăмах хĕрарăмсене темĕнле усал вăйсем аташтараççĕ тейĕн. Чĕре айĕнче йăтса çÿресе кун çути парнеленĕ хыççăн пепкисемпе савăнса кăна пурăнмалла пек те. Шел, пурте апла мар çав. Иртнĕ çул, акă, ачисене воспитани парассинчен, вĕрентессинчен пăрăнннăшĕн пĕтĕмпе 14 ашшĕ-амăшне район сучĕн йышăнăвĕпе ашшĕн е амăшĕн прависĕр хăварнă. Кăçал - 5. Анчах ку пĕтĕмлетÿллĕ цифра мар-ха, ыйтса çырнă çырусем татах та пур.

 

Тивĕçÿсенчен ан пăрăн

Апрелĕн 28-мĕшĕсенче Вăрнар район сучĕ Аçăмçырминчи Елена Викторовна Григорьевăна тăватă ачи тĕлĕшпе амăшĕн прависĕр хăварнă.

Григорьевсен çемйи Аçăмçырмине 1991 çулта Ленинград хулинчен куçса килнĕ. Çак вăхăтранпах хĕрарăм ниçта та ĕçлемен, хуçалăх ĕçĕсене хутшăнман, ытларах ĕçкĕпе иртĕхнĕ. Ачасемшĕн паракан пособипе кăна тытăнкаласа пурăннă вĕсем. Судра свидетельсем ачасем час-часах выçăпа аптăранине çирĕплетсе панă. Аслăраххисем, 14 тата 15 çулсенчи Маргаритăпа Сергей, апат-çимĕçе ют çынсен килĕнчен пĕрре мар йăкăртса тухнă. Амăшĕ çакна питĕ лайăх пĕлнĕ, анчах тĕрĕс çул çине тăмаллине ăнлантарас темен. Март уйăхĕнче хĕрачана çакăншăн ЧР Шалти ĕçсен министерствин çула çитмен право йĕркине пăсакан ачасене вăхăтлăха тытмалли центра вырнаçтарнă. Анчах уйăхран таврăнсан, вĕсем пиччĕшĕпе иккĕшĕ каллех ют пурлăха тустарнă. Е.Григорьева ачасене тумлантармасть, тумтире ыркăмăллăх фондĕнчен тата ял çыннисем парса тăнă. Кăмака хутма вутă пулманран, çемье хуралтăсене пăсса пÿрте ăшăтать. Çĕр лаптăкĕ те уссăр выртать, унта нимĕн те лартса ÿстермен, хĕллене валли нихăçан та пахча-çимĕç хатĕрлемен. Выльăх-чĕрлĕх те тытман Григорьевсем.

Вулакан шалтах тĕлĕнет пулĕ - капла мĕнле пурăнаççĕ-ха вĕсем; Хăй еккипе. Мăшăрĕ иртнĕ çул Чулхула облаçне ĕçлеме тухса кайнă та çухалнă, унран пĕр сас-хура та çук. Кун хыççăн çемьере лару-тăру пушшех йывăрланнă. Елена Викторовна хăй те ĕçлемен, ачисене те ĕçе хăнăхтарман. Çак çемьене мĕнле те пулин пулăшас тесе ял администрацийĕн пуçлăхĕ час-часах килсе çÿренĕ, апат-çимĕç, тумтир парса тăнă. Вăл чупни-тăрăшнипех Е.Григорьвăна ача пособине те ÿстерсе панă. Иртнĕ çул ял пуçлăхĕ унăн ачисене вăйпах çĕрулми анине çумлама илсе тухнă, çакăншăн кунне 25 тенкĕ парассине пĕлтернĕ. Çук çав, янтă пурнăçпа пурăнма хăнăхнăскерсем - уй-хиртен тарса çухалнă. Хăйсем вара килте нимĕн те çимелли пулманран, каллех ял тăрăх ыйткалама тухнă.

Паян ку питех те кулăшла пек, анчах та пурнăç чăнлăхĕ чуна çунтарать. Елена Григорьеван ачисем тĕлĕшпе халĕ нимĕнле право та çук ĕнтĕ, вĕсене опекăпа попечительство органĕ хÿтлĕхе илнĕ. Çитменнине хĕрарăмăн хăйĕн тупăшĕнчен çуррине ачисемшĕн тÿлеме тивет.

 

Куккук, тухмасть-и сан куççуль;

Питĕ шел, çÿлерех асăннă шăпаллă ачасем пирĕн хушăра - вун-вун. Мĕн айăпа кĕнĕ вĕсем, пĕчĕкскерсем; Амăш çумĕнче, унăн çунатти айĕнче çитĕннине мĕн çиттĕр; Ют «йăвара» нихăçан та аннен ăшшине туймĕ вăл. Куккук евĕрлĕ хĕрарăмсем вара сахал мар обществăра.

Çавалкасри 23 çулхи хĕрарăма Светлана Христофорована «ытлашши çăвартан» хăтăлма мĕн хистенĕ-ши; Ирĕклĕ пурнăç, ачана пăхас теменни; Калама хĕн.

Çак мăшăрăн малашлăхĕ çуккине Светланăн ашшĕпе амăшĕ - Кудряшовсем Муркаш районĕнчи Вускасси ялĕнче пурăнаççĕ - малтанах витĕр курса тăнă. Кĕрÿршĕ 20 çул аслăрах пулни, çитменнине  виççĕмĕш ушкăнри инвалид, тăтăшах чирлени, ăна пула хĕрĕ техникумран вĕренме пăрахни хытах иккĕлентернĕ вĕсене. Светлана çапла çăмăлттайла хăтланасса шутламан та.

Светлана вара пĕчĕк хĕрне Иринăна воспитани парасси пирки тăрăшман, час-часах пĕччен пăрахса хăварнă. Тăватă çулхи тĕпренчĕке мĕнле чунпа хăйĕнчен уйăрса кукамăшĕпе кукашшĕ патне кайса яма хал çитернĕ-ха вăл; Юрать, лешсем мăнукне юратса пăхаççĕ. Мăшăрĕпе вăрçса кайсан Светланăна каялла та йышăннă вĕсем, Шупашкарти пĕр больницăна санитаркăна ĕçлеме вырнаçтарнă. Анчах тÿрленес темен С.Христофорова, пĕрре юлташĕн туйне тухса кайнă та çухалнă. Çынсем урлă Кудряшовсем хĕрĕ ют арçынпа ерсе кайнине пĕлнĕ. Çур çултан кăна таврăннă вăл килне, анчах та çак вăхăтра ачан пурнăçĕпе пĕрре те интересленмен, П.Христофоров пекех.

Кудряшовсем тавĕç тăратнă хыççăн Çавалкасри Христофоровсен пурнăç условийĕсене пĕрре мар тĕрĕсленĕ. Хуçалăхĕ юхăннă вĕсен, хуралтăсем çĕрĕшнĕ, выльăх-чĕрлĕх усрамаççĕ, кил хуçисем ниçта та ĕçлемеççĕ, çимелли - çĕрулми кăна, пÿрт ăшăтма вутă çук.

Район сучĕ «куккук» ашшĕпе-амăшне Светланăпа Петр Христофоровсене, иккĕшне те ача пăхса ÿстерес, тивĕçлĕ воспитани парассинчен, сывлăхĕпе, ăс-тăн аталанăвĕпе интересленменшĕн ашшĕпе амăшĕн прависĕр хăварнă. Икĕ çулхи Иринăна кукамăшĕ Зоя Федотовна Кудряшова хăй хÿтлĕхне илнĕ.

Вăрнарти Строительнăй урамра пурăнакан Галина Евгеньевна Сухоруковона та 13 çулхи ывăлĕн Иванăн шăпи хумхантарман пулас. Ачан аталанăвĕпе, шкулта еплерех ĕлкĕрсе пынипе интересленмен вăл, ĕçкĕ-çикĕпе кăна иртĕхнĕ, ачашăн паракан пособине те эрех çине янă. Иван час-часах уроксене сиктернĕ, нумай чухне килте çĕр каçман, яланах выçă çÿренĕ. Амăшĕ тĕрĕслесе-асăрхаса тăманнипех ĕнтĕ тÿрĕ çултан пăрăннă вăл, çын япалине вăрлама пуçланă. Шалти ĕçсен районти пайĕнче учетра та тăрать вăл.

Г.Сухоруковапа упăшки вунă çул каялла уйрăлнă. Сăлтавĕ - хĕрарăм эрех черккинчен хăпайман. Анатолий Сухоруковăн халĕ урăх çемье, апла пулин те Ивана пăрахман, уйăхсерен алимент тÿлесе тăнă. Халĕ ывăлне тивĕçлĕ воспитани кирлине кура ачана пăхса ÿстерессине хăй çине илнĕ вăл.

Чăрăшкас Хирлепри Сергей Семенова пĕчĕк хĕрне Татьянăна пăхманшăн ашшĕн правине туртса илесси пирки темиçе хутчен те асăрхаттарнă, анчах кăлăхах иккен. Ниçта та ĕçлеменскер, хĕрĕнчен ытларах эрех кăмăллаканскер, хуçалăха юхăнтарса янăскер ачине пĕрре мар Вăрнара Э.Тарасова опекун патне ярса хăварнă. Юлашки хутĕнче вăл пепкине воспитани параймассине, хăйне валли те çимелли вуçех çуккине пĕлтернĕ. Гигиенăна пăхăнманран хĕрача кĕçĕпе чирленĕ, унăн шĕвĕрĕлченсем пулнă, вăл выçăпа аптранă. С.Семенова ашшĕн тивĕçĕсенчен хăтарнă, хĕрачана Эмилия Гурьевна Тарасован хÿттине панă.

Ачисене пăхманни, тивĕçлĕ воспитани паманни, шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланманни, ăс-тăн аталанăвне тĕрĕслеменни, пĕр сăлтавсăр хĕнени е ним шухăшсăр «ют «йăвара» пăрахса хăварни кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕшĕн те хакла ларать. Ачасем - пурнăç чечекĕсем, тетпĕр эпир. Эппин вĕсен телейне, малашлăхне таптар мар. Çĕр çинчи кашни ача атте-анне ăшшине туйса ÿстĕр!



"Çĕнтерÿ çуле"
13 августа 2004
00:00
Поделиться
;