Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Преступлени тăвассине пĕрле асăрхаттарасчĕ

Преступлени тăвассине пĕрле асăрхаттарасчĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ савăнăçлă самантпа пуçланчĕ. ЧР Шалти ĕçсен министрĕ Вадим Антонов ларăва хутшăнса ял хуçалăхĕнче тăрăшакан çичĕ çемьене çурт-йĕр çавăрма патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидине илме пултарнине ĕнентерекен свидетельствăсем парса чысларĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем пĕлтерĕшлĕ те паянхи куншăн çав тери çивĕч. Çавна май район администрацийĕн пай пуçлăхĕсен, специалисчĕсен, ял администрацийĕсен тата предприяти-организаци пуçлăхĕсен, вĕрентÿ тата культура учрежденийĕсен ертÿçисен канашламалли, сÿтсе явмалли чылай пулчĕ.

Тĕп докладчик - район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин район территорийĕнче тунă преступленисене тата право йĕркине пăснă тĕслĕхсене тишкернĕ май чылай шухăшлаттаракан цифрăсем илсе кăтартрĕ. Кăçалхи çичĕ уйăхра пĕтĕмпе 288 престпулени шута илнĕ, 2543-ĕн айăпа кĕнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, преступленилле ĕçсен шучĕ 16 процент чакни савăнтарать-ха, анчах лару-тăру пурпĕр аван тесе калама иртерех пулĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 200 çын преступлени çулĕ çине тăнă, 2520 çын административлă йĕркене пăснă. Чи анлă сарăлнă преступленисем - çын пурлăхне вăрлани-çаратни (115), ун хыççăн çын сывлăхне юриех сиен кÿни, хĕнени, вĕлерессипе хăратни тата ыт.те. Уголовлă ĕçсене тишкерсен, преступниксенчен ытларахăшĕ ниçта та ĕçлеменни, çемьесĕр пулни, преступленисене ÿсĕрле туни паллă.

Ларура преступленилле ĕçсем тăвассине асăрхаттарас, право йĕркине пăснă тĕслĕхсене чакарас тĕлĕшпе, обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе хăшпĕр ял администрацийĕсенче курса-тăрсах нимĕнле мерăсем йышăнманнисене хытах ят тиврĕ. Сăмахран, Хирпуçĕнче çулталăк пуçланнăранпа 11 преступлени шута илнĕ, административлă йĕркене пăснă 20 тĕслĕхе регистрациленĕ.

Çула çитмен çамрăксем тĕрĕс çултан пăрăнни çинче район пуçлăхĕ уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ăнăçлă мар çемьесене тупса палăртасси кашни çулах планпа пулса пырать. Ачасене спорт секцийĕсене, кружоксене явăçтараççĕ. Районти вĕрентÿ пайĕн, çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин, опекăпа попечительство органĕн, шалти ĕçсен районти пайĕн представителĕсем, прокурор шкулсенче тăтăшах пулаççĕ, ачасем йĕркене пăсассине асăрхаттарас тĕлĕшпе ларусем ирттереççĕ. Апла пулин те çамрăксем преступлени çулĕ çине тăрасси чакмасть-ха. Шалти ĕçсен районти пайĕнче паянхи куна профилактика учетĕнче 53-ĕн, çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссинче 61-ен тăраççĕ. Культура учрежденийĕсенче, ял администрацийĕсен территорийĕнче тĕрлĕ викторинăсем, диспутсем, калаçусем, спорт мероприятийĕсем ирттереççĕ. Анчах та вĕсене тишкернĕ май, унта “йывăр” ачасем хутшăнманни пăшăрхантарать.

А.Кузьмина халăх кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен улшăнни те хытах шухăшлаттарать. Иртнĕ çулхине, акă, районта ачисене пăхманшăн 13 çынна ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă. Кăçал - 5. Тата иккĕшĕ çак тивĕçрен хăйсемех хăтарма ыйтнă. Юлашки вăхăтра чылай çемьере хирĕçÿ, харкашу, ăнланманлăх хуçаланать. Çавăнпах-тăр аслисем ачисене воспитани парассине иккĕмĕш вырăна хăвараççĕ. Çакна пулах пĕчĕккисем ирĕке хăнăхаççĕ, уроксене сиктереççĕ, йĕркене пăсаççĕ. Кунашкал тĕслĕх Кульцавра пĕрре мар тĕл пулнă. Вĕрентекенсем пĕлсе-тăрсах пухусенче кун пирки сăмах та пуçарман, преступлени тунă ачасен хăтланкаларăшне сÿтсе явман. Цифрăсем вара шухăша яраççĕ. Кульцав ял администрацийĕнче кăçал пĕтĕмпе сакăр преступлени тунă, çакă иртнĕ çулхи шайринчен самай пысăк. Преступленисем те хăрушă - çын вĕлернипе, çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнипе çыхăннă. Çавăн пекех кульцавсене тавралăха тирпей-илем кĕртменшĕн те пĕçерккĕ лекрĕ. Автотрактор паркĕ хыт-хура айне пулнине çынсем курнах ĕнтĕ. Вĕсене çавапа çулма мар, вăйпитти çынсене кĕреçепе е пуртăпа касса татма та вăй кирлĕ.

Килти условисенче алкогольлĕ шĕвексем хатĕрлесе сутакансем, суррогатлă шĕвексене ĕçсе сывлăхĕсене сиен кÿрекенсем е пурнăçран уйрăлакансем пирки те калаçу çивĕч пычĕ.

Шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕ Федор Тимофеев преступленилле ĕçсем тăвассине асăрхатарассипе май килнĕ таран ĕçленине палăртрĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан йĕркене пăснă тĕслĕхсем 13,8 процент чухлĕ чакнă. Уйрăмах йывăр преступленисем - 42,3, ют пурлăха вăрласси-çаратасси - 12,1, тапăнни - 51 процент сахалрах.

Преступленисене ÿсĕрпе тунă тĕслĕхсем çав-çавах пысăк-ха. алкогольлĕ шĕвексен саккунсăр çаврăнăшне чарса лартассипе, организацисенчи, ял хуçалăх кооперативĕсенчи пурлăха упраса хăварассипе те ĕçлемелли чылай.

Пĕрремĕш ыйтупа çавăн пекех Вăрнарти 1-мĕш шкул директорĕ С.Дмитриева, ветерансен совечĕн председателĕ В.Звонков, “Броневик” хуçалăх ертÿçи И.Орлов тухса калаçрĕç. Район прокурорĕн Юрий Вахтеркинăн вирлĕ сăмахĕсем ял администраци пуçлăхĕсене шухăшлаттарма тивĕç. Ялсенче кам сăмакун юхтарать, кам сутать - пĕтĕмпех ал тупанĕ çинчи пек. Анчах нихăш ларура та вĕсене чĕнсе явап тыттарма шутламаççĕ. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕ ачисене пусмăрлани, хĕнени çинчен те пĕр информаци те çук. Кунашкал тĕслĕхе общественность  мар, йĕрке хуралçисем тупса палăртаççĕ, кăçал пурĕ ултă тĕслĕх пулнă. Юрий Алексеевич ял пуçлăхĕсене кашнинчех пĕрлешсе ĕçлеме чĕнет, ялта пулса иртекен киревсĕрлĕхсем çинчен çийĕнчех тивĕçлĕ органсене пĕлтерме ыйтать. Çапла туни, паллах, чылай çынна преступлени тăвассинчен асăрхаттарма май парĕ.

ЧР Шалти ĕçсен министрĕ Вадим Антонов çÿлерех асăннă цифрăсем залра ларакансене шухăшлаттарма тивĕçлине уйрăммăн палăртрĕ. Йĕркене пăсассине асăрхаттарассипе милици органĕсен кăна мар, халăхăн та тÿпе хывмаллине асăнчĕ. Çапла туни кăна обществăри йĕркелĕхе сыхласа хăварма май парĕ, терĕ вăл. Вадим Валентинович çавăн пекех халăх дружинисем “хут çинче” кăна, конкретлă ĕçлеменнине каларĕ, республикăри фактсене илсе кăтартрĕ. Пирĕн районти йĕрке хуралçисен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех çав кун вăл шалти ĕçсен районти пайĕнче пуху ирттерчĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа - çитес суйлавра ĕçлеме комисси йĕркелесси пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Григорий Игнатьев сăмах илчĕ. Депутатсен йышăнăвĕпе суйлав йĕркелесе пырассине малтан ĕçленĕ комиссинех çирĕплетсе хăварчĕç.

Вырăнти влаç тытăмĕнчи реформа çинчен сăмах пуçарсан, залра ларакансен чылай сÿтсе явма тиврĕ. Ялсенчи поселенисене туса хурас, вĕсен чиккине палăртассине пухусенче пĕрре кăна мар пăхса тухнă. Апла пулин те вăл чылай ыйту çуратать, реформа вăхăтĕнче 3000 çынлă нормăна шута илсе йĕркелесен районта 10 поселени пулать, 1000 çын пулмалла нормăна йĕркелесен - 20. Анчах та ялсен шăпине федераци депутачĕсем татса парĕç.

Кăçалхи çур çулта район бюджетне епле пурнăçлани пирки ЧР Финанс министерствин Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Людмила Редькова паллаштарчĕ. Район бюджетне ултă уйăхра пĕтĕмпе 18689 пин тенкĕ тупăш пырса кĕнĕ, çав шутран налуксем - 15148 пин тенкĕ, налук мар тупăш - 1359 пин тенкĕ, предпринимательсенчен илнĕ тупăш 2182 пин тенкĕпе танлашать.

Пĕрремĕш çур çулта республика бюджетĕнчен 102574 пин тенкĕ пулăшу килнĕ, çавăн пекех çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме пĕтĕмпе 2420 пин тенкĕ ссуда илнĕ.

Обществăлла инфраструктурăна аталантарма - ялсене газификацилеме, социаллă çурт-йĕр çавăрма, çулсем тума район бюджечĕ пысăк укçа-тенкĕ уйăрнă. Çав вăхăтрах бюджета хывса хăварнă пулин те районти вĕрентÿ пайĕ, поселокри 1-мĕш тата Калининăри вăтам шкулсем, культура пайĕ, районти тĕп больница, ачасемпе çамрăксем спорт шкулĕ, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центр укçа-тенкĕпе туллин усă курман.

Ларура çавăн пекех ытти вак-тĕвек ыйтусене пăхса тухрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 августа 2004
00:00
Поделиться
;