Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Спортри çитĕнÿсем савăнтараççĕ

Кашни çулах август уйăхĕн иккĕмĕш шăмат кунĕнче физкультурниксем, спорт ветеранĕсем хăйсен уявне паллă тăваççĕ. Паян районти спорт площадкисенче, стадионсенче тĕрлĕ ăмăртусем иртеççĕ.

Физкультурниксен кунĕнче спорт уявне паллă тунипе пĕрлех ÿсĕмсемпе çитĕнÿсене пĕтĕмлетме те меллĕ. Пирĕн район спортсменĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсенех илер. Санарпуç хĕрачи Таня Иванова Раççей чемпионатĕнче кадеткăсем хушшинче кĕмĕл призер пулса тăнă. Пĕтĕм тĕнчери турнирсенче темиçе хутчен те призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ хĕрсене те асăнмасăр иртме çук. Алена Федорова Испанире иккĕмĕш, Германире виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ирина Данилова, Европа чемпионачĕн бронза призерĕ, Раççей финалĕнче юниоркăсем хушшинче çĕнтерÿ пьедесталĕн иккĕмĕш пусми çине хăпарма тивĕç пулнă. Ку - питĕ пысăк çитĕнÿ, Чăваш Республикишĕн кăтартуллă результат.

Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ чăннипех те ăста кĕрешÿçĕсем хатĕрлет. Кунта тренерсен - Виталий Трофимов, Юрий Львов, Андрей Васильев, Андрей Павлов тата ыт.те тÿпи çав тери пысăк. Нумаях пулмасть Олимп резервисен училищинче вĕренме тивĕçлисен йышне Мăн Явăшри Оля Илларионовапа Таня Максимована кĕртнĕ, тренерсем вĕсен кĕрешÿри малашлăхĕ ÿсĕмлĕ пуласса шанаççĕ.

Кăçал Сергей Львов та çĕнтерÿсемпе савăнтарчĕ. Вăл - Атăлçи федераци округĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕрсе Мускавра ирĕклĕ майпа кĕрешессипе 4 хутчен чемпион пулнă С.Корнилаевăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирта чемпион пулса тăнă. Республика чемпионĕ, Раççей призерĕ Петя Николаев, тĕрлĕ ăмăртусен чемпионĕсем Дима Авдеев, Настя Трофимова, Артем Владимиров, Иван Сладков, Алексей Васильев ырă ята тивĕç. Настя Трофимова çинчен уйрăммăн каласа хăвармалла. Спортпа туслă пулни ăна вĕренÿре те пулăшса пырать. Кăçал вăл Вăрнарти 2-мĕш шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ, Хусанти авиаци институчĕн студентки пулса тăнă. Спортăн юратнă тĕсне пăрахăçламасть вăл, пушшех аталантарса пырать.

Кăçал çавăн пекех ирĕклĕ майпа кĕрешессипе саккăрăн мастер спорчĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă, вĕсем - Марина Петрова, Таня Большакова, Леша Васильев, Петр Николаев, Сергей Львов, Оля Илларионова, Оля Числова, Настя Трофимова. Ирина Даниловапа Алена Федорова Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

Çăмăл атлетикăра çамрăк кроссменсем Чăрăшкас Хирлепри Таня Макаровапа Çĕрпелти Катя Горбунова чылай ăмăртура çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç. Район администрацийĕн волейбол команди республикăра ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Ярмушкари Ивановсен çемйи районти çемье ăмăртăвĕсенче, республикăра мала тухрĕ. Çавăн пекех вĕсем çуллахи ял вăййисен Пĕтĕм Раççейри пиллĕкмĕш ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Район спортсменĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен вĕçĕмсĕр калаçма пулать.

Массăллă спорта аталантарассипе, вĕсене халăха ытларах явăçтарассипе хăшпĕр ял администрацийĕсем ырă тĕслĕхре. Акă, Ярмушкара çулталăкне мĕн тĕрлĕ ăмăрту иртмест пулĕ. Ку ялтан чылай паллă спортсмен тухнă, халĕ те спорта аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывакансем сахал мар. Надя Лаврентьева, акă, чупассипе районта кăна мар, республикăра та палăрчĕ.

Хурăнсур Çармăсри ырă пуçарусем те ыттисене спорта туртăнма хистеççĕ. Чи кăмăлли вара - ăмăртусене çамрăксем çеç мар, аслă ăру çыннисем те активлă хутшăнни.

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ те спорт аталанăвне палăрмалла тÿпе хывать. Кунта физкультурăпа спорта кунта яланах пысăк тимлĕх уйăраççĕ, сывă пурнăç йĕркине ĕçлекенсем хушшинче сарас тĕллевпе пысăк ĕçсем тăваççĕ. Футбол, сĕтел çинчи теннис, шашка, шахмат, йĕлтĕр спорчĕ, йывăр атлетика енĕпе секцисем ĕçлеççĕ. Çулсерен кунта хĕллехи тата çуллахи спорт вăййисен спартакиадисем ирттересси йăлара. Вĕсенче тĕрлĕ цехра ĕçлекенсем тупăшаççĕ. Коллективра ăмăртусем йĕркелени заводра ĕçлекенсене пĕр-пĕринпе хутшăнма, туслашма, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме май парать. Спорта аталантарма заводăн условисем çителĕклĕ - стадион, йĕлтĕр бази пур. Физкультурăпа спорт ĕçĕсене йĕркелесе пыма заводра тăватă тренер тăрăшать.

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекен, паха опыт саракан физкультура учителĕсене те асăнмалла. Чăрăшкас Хирлепри Ирина Петрова, Кĕçĕн Кипекри Николай Павлов, Калининăри Александр Михайлов, Ярмушкари Георгий Сорокин, Çĕрпелти Юрий Горбунов, Туçи Мăратри Василий Малов тата ыттисем те ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, ÿт-пĕве пиçĕхтерме вĕрентес ĕçре ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 августа 2004
00:00
Поделиться
;