Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çулсерен пĕр çитменлĕхсемех

Кашни çулах районти шкулсемпе ача сачĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнине ятарлă комисси тĕпчет, кашни çулах ку е вăл çитменлĕхе палăртать. Апла пулин те хăшпĕр кăлтăксене пĕтерме, йĕркене кĕртме хальлĕхе ниепле те “вăй çитерейместпăр” пулас, вĕсем çултан-çул тăсăлса пыраççĕ.

Юсав ĕçĕсем ирттерме кăçал район бюджетĕнчен 2 миллион та 964 пин те 268 тенкĕ уйăрнă. Тĕпрен илсен, районти кашни вĕренÿ учрежденийĕнчех урайсене, партăсене сăрланă, кабинетсене  территорие тирпей-илем кĕртнĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе Кăмашри, Шĕнер Ишекри, Упнерти, Вăрманкасри, Иртеменкассинчи, Хирпуçри, поселокри тата ытти хăшпĕр шкулсенче уйрăмах пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Санарпуçри вăтам шкул тăррине икĕ хысаклипе улăштарнă. Вăрнарти 2-мĕш, Калининăри, Вăрман Кипекри шкулсенче, Ершепуçĕнчи ача садĕнче ăшă системин, шыв, канализацин юрăхсăра тухнă пăрăхĕсене çĕннисемпе ылмаштарнă. Уйкас Юнтапара çĕнĕ туалет тунă. Кивĕ Мĕлĕшри, Хапăсри, Хăмăшри, Кĕçĕн Кипекри, Туçи Çармăсри шкулсенче урайсене линолеум сарнă. Пăртасра, Калининăра тата Ярмушкара спорт залĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, Кульцавра спортзал тăррине шиферпа витнĕ. Калининăри вăтам шкулта пĕрремĕш хутри алăк блокĕсене, поселокри 1-мĕш шкулта чÿрече рамисене улăштарнă.

Августăн 20-мĕшĕ тĕлне Санарпуçри, Шĕнер Ишекри, Çĕрпелти, Вăрманкасри, Кивĕ Мĕлĕшри тата Чăрăшкас Хирлепри шкулсем кăна паян тесен паян ачасене йышăнма хатĕр. Кунсăр пуçне Кÿлхĕрринчи, Енĕшри, Уйкас Юнтапари шкулсем те лайăх хатĕрленнĕ, анчах вĕсене çулăм хыпса илесрен сыхланмалли шĕвекпе сĕрмен.

Паянхи куна районти кашни вĕренÿ учрежденинех пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Кăçал çавăн пекех кашнинех автономлă сигнализацисем лартнă. Анчах комисси вăхăтĕнче пушар хуралĕсем хăшпĕр çитменлĕхсене тупса палăртнă. Туçи Çармăсра, Хăмăшра, Хирпуçĕнче, Хапăсра тата Пăртасра сигнализацисем ĕçлемеççĕ. Пур шкулта та, Хăмăшрисĕр пуçне, пушар хăрушсăрлăх инструкцийĕсем çурт тĕлĕшпе тивĕçтермеççĕ. Хăшпĕр шкулсенче электричество сечĕсемпе приборĕсемпе тĕрĕс мар усă курнине тупса палăртнă. Мăн Явăшра тата ытти хăшпĕр ĕç те лампăчкăсене тасатмаççĕ. Чылайăшĕнче электричество ламписем çителĕксĕр, плафонсем çук. Районти 17 вĕрентÿ учрежденийĕсенче йывăç çуртсене, чартаксене çулăм хыпса илесрен сыхланмалли ятарлă шĕвекпе сĕрмен.

Санитарипе гигиена правилисене пăхăнассипе те вĕрентÿ учрежденийĕсен уйрăмах яваплăха туйса ĕçлемелле. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче ачасем хушшинче вăрах чирпе аптăракансем чылай. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, чирлекенсенчен 20 проценчĕн сывлăхĕ шкулти условисене пула хавшать. Тĕрĕслев вăхăтĕнче комисси чылай çитменлĕхсене тупса палăртнă. Ярмушкари шкулта хими кабинетĕнче умывальник çук, кĕнекесене урайне купаласа хунă. Кунта тата Иртеменкассинче холодильниксем ĕçлемеççĕ. Апатлану блокĕнчи йĕркесĕрлĕх ачасен сывлăхĕшĕн уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Туçи Мăратри, Кĕçĕн Кипекри, Вăрман Кипекри, Малти Ишекри, Хирпуçри, Аçăмçырминчи шкулсенче кухньăра усă курмалли савăт-сапа, хатĕр-хĕтĕр çителĕксĕр. Патшалăхăн санитарипе эпидемиологи асăрхавĕн ĕçченĕсем хăшпĕр шкулсенче пластмасс кружкăсене эмальпе витнĕ е фарфор кружкăсемпе улăштарма сĕннĕ. Пăртасра плиткăна улăштармаллине асăрхаттарнă.

Кунсăр пуçне пур шкулта та аптечкăсене комплектламан, теприсенче тата эмельсене, усă курмалли вăхăчĕ тухнă пулин те, упраççĕ. Пуринче те хими кабинечĕсене хатĕрлесе çитермен: Вăрман Кипекре, Уравăшра, Кăмашра туртса кăлармалли шкафсем çук.

Аçăмçырмисем çулсерен шкул çурчĕн тăрри юхтарнипе асапланаççĕ, çавна пулах ĕнтĕ кăçал спортзал йăтăнса анас вĕçнех çитнĕ.

Комисси кашни çулах ятарлă графикпа ĕçлет, анчах та темшĕн вĕрентекенсем ун тĕлне пĕтĕмпех хатĕрленсе çитмеççĕ. Акă, Мăн Явăшри, Ярмушкари тата Малти Ишекре çĕнĕ вĕренÿ çулне питех япăх хатĕрленнĕ.

Ача сачĕсенчи лару-тăру,  шкулсемпе танлаштарсан, чылай аванрах. Паянхи куна поселокри 3, 4, 5, 6-мĕш, Çавалкасри тата Вăрманкасри ача сачĕсене йышăннă. Хирпуçра, Хапăсра, Ершепуçĕнче юсав ĕçĕсем вĕçленмен-ха.

Ершепуçĕнче кăçал пысăк ĕçсем пурнăçланă. Ача садне сăн кĕртессипе воспитательсем ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрлешсе ĕçленĕ: пÿлĕмсене тасатнă, сăрланă, территорине хăтлăх кĕртнĕ, çĕнĕ çăл тунă, сигнализаци вырнаçтарнă, пÿртÿмĕнчи урайне улăштарнă. И.Волкова ача-пăча площадкине илемлетессипе пысăк пулăшу панă.

Кульцавра та ачасене йышăнма пĕтĕм чунтан хатĕрленнĕ: пÿлĕмсенче обойсем çыпăçтарнă, сăрланă. Анчах кунта ĕçлекенсене тăрă юхтарни питĕ пăшăрхантарать, çитменнине çак пăтăрмах темиçе çул тăсăлать ĕнтĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен вăхăт нумай юлмарĕ. Çавăнпа та çитменлĕхсене тăхтаса тăмасăр пĕтересчĕ, ачасене таса та çутă классенче кĕтсе илесчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 августа 2004
00:00
Поделиться
;