Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уяв савăнăç парнелерĕ

1939 çултанпа паллă тăваççĕ хăйсен профессилле уявне физкультурниксемпе спортсменсем, спорт ветеранĕсем. Пирĕн районта та илемпе сывлăх, вăй-хал уявне кашни çулах анлăн уявлаççĕ. Кăçалхи çула çамрăксемпе сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе йышăннăран ăна ирттерме пушшех те кăмăллăрах пулчĕ.

Иртнĕ шăматкун Вăрнарти “Химик” стадионта спорта юратакансен хаваслă сассисем кунĕпех лăпланмарĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Анатолий Кузьминăн салам сăмахĕсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене ăмăртусене хутшăнма вăй-хăват хушрĕç. Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен çумĕ Сергей Политов спорт юхăмне пысăк тÿпе хывакансене, тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнтерсе район ят-сумне çĕклекенсене, активистсене Хисеп грамотисемпе тата укçан преми парса хавхалантарнă хыççăн ăмăртусем пуçланчĕç. Вĕсене хутшăнакансен йышĕ, ытти çулхисемпе танлаштарсан, самай ытларах пулни кăмăла çĕклерĕ. 400 ытла çын тухрĕ ăмăртăва.

Хутăш эстафетăра, акă, пурĕ 15 команда тупăшрĕ. Ăмăрту йĕрки тăрăх, командăра ял администрацийĕн пуçлăхĕ, культура ĕçченĕ тата ку ял администраци территорийĕнче пурăнакан çын пулмалла. Ертÿçĕсем тĕслĕх кăтартнине ырламалла, паллах. Тĕрлĕ енлĕ тупăшусенче эстафета çĕнтерÿçи Çавалкас ял администрацийĕн команди пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - мăш-явăшсемпе çĕрпелсем.

“Атте, анне тата эпĕ - спортпа туслă çемье” эстафетăна та 16 çемье тухрĕ. 11 çулчченхи ачаллă çемьесем хушшинче малти вырăнсене Шĕнер Ишекри Самоновсем, Мăн Явăшри Фоминыхсем тата Кульцаври Клюковкинсем пайларĕç. 13 çулчченхи ачаллă çемьесенчен мала Кивĕ Мĕлĕшри Ларионовсем, Санарпуçĕнчи Владимировсем тата Ярмушкари Сорокинсем тухрĕç.

Мини-футбол вăййисем пухăннисене уйрăмах тыткăнларĕç. Район чемпионĕсем пулассишĕн ялсенчен килнĕ 14 тата поселокри икĕ команда тупăшрĕ. Вăйăсене олимп системипе йĕркелерĕç. Уйрăмах финалта Çĕрпел тата Ярмушка ял командисем хушшинчи тĕлпулу хĕрÿ те çивĕч тупăшура иртрĕ. Икĕ тайм та никам çĕтерейменнипе вĕçленчĕ. Пенальти тапса çĕрпелсем ярмушкасен хапхине 5 гол кĕртрĕç, çапла мала тухрĕç.

“Химик” (çамрăксем) тата “Эврика” хушшинчи тĕп вăйăсем 1:1 шутпа вĕçленчĕç. Пенальтипе пĕрремĕшсем пур мечĕке те кÿршĕсен хапхине тĕл тапса кĕртрĕç, иккĕмĕшсем - икĕ гол сахалтарах.

Шахматла выляссипе В.Чернов, В.Афанасьев тата Г.Игнатьев чи вăйлисем пулчĕç. Пневматикăлла выставкăран тĕл перессипе М.Федоров, А.Филиппов тата О.Ермолаев палăрчĕç. Алă вăйне виçессипе Ш.Шарипова çитекен пулмарĕ.

Волейболла малти вырăнсене район администрацийĕн, Уйкас Кипек тата Малти Ишек ял администрацийĕсен командисем йышăнчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче - Çĕрпел, Çавалкас ял администрацийĕсен тата ял хуçалăх техникумĕн командисем.

Çĕнтерÿçĕсене пурне те укçан хавхалантарчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 августа 2004
00:00
Поделиться
;