Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăйлисем çивĕч тупăшура палăрчĕç

Вăйлисем çивĕч тупăшура палăрчĕç

Районсенчи профессиллĕ пушар чаçĕсен командисен çуллен пулакан ăмăртăвĕсене, йăлана кĕнĕ тăрăх, республикăра виçĕ çĕрте ирттереççĕ. Вăрнар, Йĕпреç, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Элĕк тата Красноармейски районĕсенчи пушар сÿнтерекенсен тупăшăвне кăçал пирĕн патра йĕркелеме йышăннă. Сăмах май каласан, ăна Вăрнарта пĕрремĕш хут ирттерчĕç. Мала тухнă икĕ команда республикăри финалти ăмăртусене хутшăнать. Шел, тем сăлтавпа красноармейскисем килсе çитеймерĕç. Апла пулин те çиччĕмĕш команда - "Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” акционер обществине тивĕçтерекен çар йĕркиллĕ 18-мĕш пушар чаçĕ - вăй виçрĕ. Чăн та, унăн тата уйрăм çынсен кăтартăвĕсене, мала тухсан та, пĕтĕмлетÿре шута илмеççĕ - çар йĕркиллĕ пушар чаçĕсен командисен ăмăртăвĕсем Шупашкарта уйрăм иртеççĕ. Тÿрех каласа хăварар: çивĕч тупăшура Вăрнарти çар йĕркиллĕ 18-мĕш пушар чаçĕн команди ыттисенчен вăйлăрах пулнине çирĕплетрĕ.

Пушар сÿнтерекенсен командисем Вăрнарти “Химик” стадиона пухăнчĕç. Раççей тата Чăваш Республикин Гимнĕсем мăнаçлăн янăрарĕç. ЧР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пай пуçлăхĕн заместителĕ, ăмăртусен тĕп судйи А.Н.Серебряков пурне те ăнăçу сунчĕ.

Командăсем тата уйрăм çынсем тăватă енлĕ тупăшура вăй виçрĕç. Насус пыршисем йăтса 100 метра чăрмавсем урлă чупакансен ăмăртăвĕ питĕ çивĕч иртрĕ. Хĕрĕх икĕ çын хушшинче чи маттури кам пулĕ; Çак дистанцие конкурса хутшăнмасăр тупăшнă Вăрнарти çар йĕркиллĕ 18-мĕш пушар чаçĕнчи А.Салмин 18,97 çеккунтра вĕçлерĕ. Унпа пĕрле тимлекен П.Солодовников иккĕмĕш пулчĕ. Профессиллĕ пушар чаçĕнче ĕçлекенсенчен Г.Иванов (Вăрнарти 27-мĕш часть), 22,23 çеккунтра чупса тухса, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ку тупăшура командăсенчен йĕпреçсем вăйлăрах пулчĕç. Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕ иккĕмĕш вырăна йышăнчĕ.

Унтан пушар сÿнтерекенсем хăйсен профессиллĕ ăсталăхне кăтартрĕç. Пысăк савăтран пушар машинине шыв тултарса, насус пыршисем сыпăнтарса, çÿллĕ вырăна вырнаçтарнă мечĕксене шывпа пĕрĕхтерсе кам маларах çĕре ÿкерĕ; Çак тупăшура Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн команди иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Ăмăртусен иккĕмĕш тапхăрне Вăрнарти çар йĕркиллĕ 18-мĕш пушар чаçĕн базинче ирттерчĕç. Вĕрентÿ башнин тăваттăмĕш хутне çăмăл пусмапа - “штурмовкăпа” - 18-мĕш пушар чаçĕнчи А.Салмин пуринчен маларах хăпарма пултарчĕ. Унăн вăхăчĕ - 19,79 çеккунт. Çак командăри П.Солодовников иккĕмĕш пулчĕ. Конкурса хутшăнакансенчен пĕрремĕш вырăна Йĕпреç çамрăкĕ тухрĕ. Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕнчи А.Иванов (29,61 çеккунт) иккĕмĕш, О.Юлмасов (27,39 çеккунт) виççĕмĕш пулчĕç. Командăсем хушшинче Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕ пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

Виçĕ сыпăклă туртăнса тухакан пусмапа виççĕмĕш хута улăхма уйрăмах çирĕп вăй-хал, пысăк ăсталăх тата хăюлăх кирлĕ. Çак тупăшăва пĕр харăс иккĕн хутшăнаççĕ. Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕнчи Г.Николаевпа О.Юлмасов пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Вĕсен вăхăчĕ - 24,47 çеккунт. Вăрнарти 18-мĕш пушар чаçĕнчи А.Салминпа П.Солодовников кăтартăвĕ - 21,45 çеккунт. Командăсем хушшинче етĕрнесем ыттисенчен çивĕчрех пулчĕç.

Ăмăртăвăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе Йĕпреçри 28-мĕш пушар чаçĕн команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕ иккĕмĕш пулчĕ. Пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем - етĕрнесем - виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕç.

Мала тухнисене медальсемпе, дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Йĕпреçри 28-мĕш тата Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕсен командисем августăн 20-мĕшĕнче Çĕрпÿ хулинче иртекен республикăри финалти ăмăртусене хутшăнма тивĕç пулчĕç.

Вăрнарти çар йĕркиллĕ 18-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ Ю.Михайлов команда членĕсене хăй енчен хавхалантарса чысларĕ. Н.Александров та, Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ, хăйĕн команди тупăшура мала тухма пултарнăшăн кăмăллă. Вăрнарсене финалта ăнăçлă тупăшма ырă сунас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 августа 2004
00:00
Поделиться
;