Ачасен сывлăхне упрасси - пĕтĕм коллектив ĕçĕ
Çапла каланăччĕ Калининăри вăтам шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова. Кусем пуш сăмахсем мар. Ачасен сывлăхне упрасси кунта тарăн пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани парассипе пĕр шайра. Ахальтен мар ĕнтĕ калининăсем республикăри “Çулталăк шкулĕ -
Т.П.Ефимова сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе, ачасене физкультурăпа спорта явăçтарассипе хăйсем патĕнче çирĕпленнĕ ĕç опычĕпе паллаштарма килĕшрĕ:
- Халăхăн сывлăхне çирĕплетесси, упраса хăварасси - питех те кирлĕ ĕç. Çакă çĕршывăн экономикăпа социаллă пурнăç, культура аталанăвне те хытах пырса тивет. Чăнах та çапла: сывă çын кăна пысăк ĕçсем пурнăçлама, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултарать.
Пирĕн шкулти учительсем РФ Вĕрентÿ тата Сывлăх сыхлавĕн министерствисен “Сывлăх” программипе килĕшÿллĕн тимлеççĕ. Ачасен çулĕсене тата интересĕсене шута илсе, кашнинпе уйрăмшарăн ĕçлесси йăлара. Вĕрентÿ процесĕнче те вĕренекенсен сывлăхĕ çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Сăмахран, математика урокĕнче санитарипе гигиена правилисене “Сывлăх”, “Сывă пурнăç йĕрки” журналсенчи задачăсене шутлани урлă хăнăхтаратпăр.
Г.Ласкина, А.Максимова, М.Матвеева, Л.Ласкина сывă пурнăç йĕркине сарассипе туса хатĕрленĕ урокри тата класс тулашĕнчи ĕç планĕсемпе районти, республикăри конкурссене хутшăнчĕç. 10-мĕш класри Ирина Львова республикăра ирттернĕ “Çамрăксем наркотиксене хирĕç” конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çак конкурсрах Александр Зайцева чи кăткăс ĕçшĕн ятарлă премипе чысларĕç. Светлана Владимирова экологипе иртнĕ республика конференцийĕнче иккĕмĕш пулчĕ.
Педколлектив медицина ĕçченĕсемпе уйрăмах тачă çыхăнса ĕçлет. Кашни çулах вĕренекенсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Ун пĕтĕмлетĕвĕсем ачасенчен физкультурăра, ĕç, вĕренÿ вăхăтĕнче мĕнлерех ыйтмаллине кăтартса параççĕ. Администраци, вĕрентекенсем тата дежурнăй классем шкулти санитари тĕлĕшĕнчи лару-тăру кунсерен тĕрĕслесе тăраççĕ.
Вĕри апат çитерни те ачасемшĕн усăллă. Меню тутлăхлă тата витаминсемпе пуян. Çавăн пекех кунта фитобар ĕçлет. Хуçалăх уйĕсенче тата шкулăн хушма хуçалăхĕнче вăй хуни те сĕтеле тутлăхлатма пулăшать.
- Сывлăх вăл - вăй-хăват кăна мар, ăс-хакăл енчен çирĕп пулни те. Класс тулашĕнчи ĕçсенче сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе еплерех ĕçлетĕр;
- Сывлăх - чи пысăк пуянлăх. Ку темăна класс тулашĕнчи ĕçсенче те малти вырăна хуратпăр. Кашни çулах “Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн” уйăхлăх ирттересси йăлана кĕчĕ. Ун йĕркипе кашни класрах тематикăллă калаçусем, КВН-сем, ÿкерчĕксемпе плакатсен конкурсĕсем, ĕçлĕ вăйăсем, спорт ăмăртăвĕсем, медицина, милици тата прокуратура ĕçченĕсемпе тĕлпулусем иртеççĕ.
Аслă классем, сăмахран, психологипе йĕркеленĕ факультативлă занятисене питĕ килĕштереççĕ. Вĕсем ачасене тимлĕхе ÿстерме, шухăшлава тата ăс-тăна аталантарма, хăйсен характерне пĕлме пулăшаççĕ. Тренинг занятийĕсем вĕсене хăйсем тĕллĕн аталанма, вĕренме, пурнăçри вырăнне тупма вĕрентеççĕ. Вĕсем тăрăх шкул ачисем çакăн евĕр пĕтĕмлетÿсем туни савăнтарать: сывлăх - пурнăçри тĕп ăнăçу, ăна упрасси вара кашни çынтан хăйĕнчен килет.
- Эсир “Сывлăх шкулĕ” номинацире çĕнтерÿçĕсен йышне кĕтĕр. Çавăн пекех районти чылай ăмăртусен призерĕсем те - эсирех. Эппин, ачасене шкултах хăйсем сывлăхĕшĕн яваплă пулма вĕрентесси, вĕсене массăллă спорта явăçтарасси тĕп вырăнта сирĕн;
- Çаплах. Шкулта физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли, спорта аталантармалли программăсем туса хатĕрленĕ. Кашни уйăхрах сывлăх кунĕсем йĕркелетпĕр. Уроксем пуçланиччен - физзарядка, уроксенче физкультминуткăсем ирттересси çирĕпленчĕ. “Шкулти чи сывлăхлă класс”, “Çулталăкри чи лайăх спортсмен” конкурссем те ачасене спорта туртăнма хистеççĕ. Спортсекцийĕсенче ÿт-пĕве çирĕплетнисĕр пуçне çулсерен шкул спартакиадинче вăй-хала тĕрĕслеççĕ вĕсем. 9-мĕш тата 11-мĕш класран вĕренсе тухакансем вальс ташлассипе зачет параççĕ, ку - хăйне евĕр уяв, илемлĕ ташă уявĕ...
Районăн, республикăн спорт пурнăçĕнче те паллă вырăнта калининăсем. Шкул ачисен спартакиадинче виççĕмĕш çул ĕнтĕ лидерсем - вĕсем. Çавăн пекех кунта вĕренекенсем - хĕллехи полиатлон çĕнтерÿçисем, призерĕсем. “Советская Чувашия” хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртура 100 ытла командăран - улттăмĕшсем. Çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупасси, волейбол енĕпе - районăн пĕрлештернĕ командин членĕсем. Акă мĕнлерех пултаруллă ачасем çитĕнтерет Калининăри вăтам шкул.
Таня Макарова темиçе çул ĕнтĕ республика чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлерĕ. Вăл - 2003 вĕренÿ çулĕнче Раççей физкультура хатĕрленĕвĕн IX смотр-конкурсĕн хисеплĕ паллипе тата диплом “хуçи”. Калининăри вăтам шкул ĕçченĕсем ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарнин уссине аван пĕлеççĕ, туяççĕ, çакă чир-чĕртен сыхланма, тÿрĕ çулпа утма хăнăхтарать. Сывлăхлă ача вĕренÿре те ĕлкĕрсе пырать.