Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Республикăра - виççĕмĕш

Районти прогрессиллĕ пушар чаçĕсен командисен республикăри финалти ăмăртăвĕсене хутшăнма Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕнче ĕçлекенсем те тивĕç пулнă. Хĕрÿ тупăшусем Çĕрпÿ хулинче иртнĕ. Командăсемпе уйрăм çынсем тăватă енлĕ тупăшура - партисем йăтса 100 метра чăрмавсем урлă чупассипе* пушар машинисене шыв тултарса, насус партисем сыпăнтарса, çÿллĕ вырăна вырнаçнă мечĕксене шывпа пĕрĕхтерсе ÿкерессипе* çăмăл пусмапа вĕренÿ башнин тăваттăмĕш хутне хăпарассипе* туртăнса тухакан виçĕ сыпăклă пусмапа виççĕмĕш хута  улăхассипе - вăй хунă. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе вăрнарсем виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ, Диплома тивĕçнĕ. Тăван салинчи тата Çĕрпÿ хулинчи пушар чаçĕсен командисем вĕсенчен вăйлăрах, çивĕчрех, ăстарах пулнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 августа 2004
00:00
Поделиться
;